АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтел çинче _ çăкăр, бюджетра укçа пултăр

18 ноября 2016 г.

Юнкун, ноябрĕн 16-мĕшĕнче, районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ "Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетсен проекчĕ; ял хуçалăх ĕçĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни; 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кун" темăсемпе иртрĕ.

Пирĕн района ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла _ çĕнĕрен йĕркеленнĕ ушкăн районта пĕрремĕш хут. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çавра сĕ-тел хушшинче хăнасене Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн Информаци кунне хутшăнакансем икке пайланчĕç. Пĕрремĕшĕ _ В. Михайлов, Р. Селиванов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура пайĕн начальникĕ Н. Крас-нов _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тата Нăрваш Шăхалĕнчи пĕлỹ çуртĕнче пулчĕç. Унти коллективсемпе курнăçрĕç, санитарипе техника пỹлĕмĕсенчи юсавпа, ĕç пахалăхĕпе паллашрĕç.

Р. Селиванов районăн çитес виçĕ çулхи бюджечĕ, предприниматель, фермер ĕçне пуçăнакансене малтанхи пулăшу парас тĕллевпе Патăрьелĕнчи бизнес-центрта кашни уйăх пуçламăшĕн пĕрремĕш ытларикунĕнче Уçă алăксен кунне йĕркелеме йышăнни пирки чарăнса тăчĕ.

Иккĕмĕш ушкăн _ Чă-ваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ М. Калмыковпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, пушар хуралĕн начальникĕ А. Тукмаков_ Ыхра Çырмине çитрĕç. Чи малтанах вĕсем Э. Зейнетдинов фермер патшалăх пулăшăвĕпе тăвакан фермăпа паллашрĕç.

Эмиль Небиуллович выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе 2000 çултанпа ĕçлет. Малтанласа пăрусем самăртнă, 2012 çулта ĕнесем тытма пуçланă. Пĕлтĕр вара Тутар Республикинчен 15 пуç ăратлă пушмак туяннă. Халь 100 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни _ 40. Кĕтĕве тата пысăклатма палăртнăран иртнĕ çул çемье фермине аталантарма паракан гранта тивĕçнĕ. Çак укçапа усă курса фермер çĕнĕ вите тунă. Хуралтă выльăхсене йышăнма хатĕр, сĕте сивĕтекен танкер çуккипе çеç тăхтаса тăраççĕ. Ăна вара çывăх кунсенчех илсе килмелле. Мал ĕмĕтлĕ хуçа çывăх çулсенче тата 30 ĕне туянма палăртать.

М. Калмыков фермăпа паллашнă хыççăн Эмиль Небиулловичпа ытти ĕçлекенсене патшалăх паракан ытти пулăшусем пирки ăнлантарчĕ. Информаци ушкăнĕ Ыхра Çырминчи вăтам шкул коллективĕпе те тĕл пулчĕ. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ программа темипе килĕшỹллĕн кĕскен республика бюджечĕпе паллаштарчĕ. Çитес çул Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта юри тунă (искусственный) курăк сарма йышăннине каларĕ. Çавăн пекех кăçал республика тыр-пул туса илессипе аван ĕçленине, кăтарту юлашки пилĕк çулта чи пысăкки пулнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, Раççей ют çĕршывсене тырă сутассипе лидерсен йышĕнче. Чăваш Ен сĕте кирлинчен 35 процент ытларах суни те ырă хыпар.

Районăн ял хуçалăх кăтартăвĕсем те начар мар. Тĕш-тырă пĕлтĕрхинчен ытларах пуçтарса илнĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине те палăртнинчен нумайрах пурнăçланă. Кĕрхисен тухăçĕ аван тухнине шута илсе вĕсен лаптăкне 5100 гектара çитернĕ.

Л. Кузнецов çывăх вăхăтрах "Тăрăн _ Кĕçĕн Арапуç" çул хута каймалли, республика тата район шайĕнчи пилĕк çула тума проектсем хатĕрленине, пĕрлех Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕн- чи филиалĕн пĕр корпусне реконструкцилесе шкул-сад тума йышăннине асăнчĕ.

Декабрĕн 12-мĕшĕ _ Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кун. Вăл кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет. Çак кун çынсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене район, республика, Раççей шайĕнчи власть органĕсене пама пултараççĕ. Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕ Ф. Алиуллов ку мероприятие тĕплĕн хатĕрленнине каларĕ.

Çын йăнăшĕ çинче вĕренсен аван теççĕ. Ивановăри нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕнни кашнине тимлĕрех пулма хистет. Кăмака хутнă, "кăвак çулăмпа" усă курнă чухне асăрханулăх пирки манмалла марри çинчен сăмах пуçарчĕ пушар хуралĕн начальникĕ А. Тукмаков. Ноябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районĕпе 30 пушара шута илнĕ, пĕлтĕр _ 33. Вут-çулăмра икĕ çын пурнăçĕ татăлнă, иртнĕ çул _ 5.

Информаци кунĕ тухăçлă иртрĕ. Унта хускатнă ыйтусем кашни çыншăн интереслĕ пулчĕç.

Хаклав

Мансур КАЛМЫКОВ, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ:

"Патăрьел районĕнче çемье фермисем нумайланни питĕ савăнтарать. Манăн фермерсене тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват çеç сунас килет. Çакна та палăртма кăмăллă _ çитес çул та ял хуçалăхне паракан патшалăх пулăшăвĕн шайĕ чакмасть. Фермер ĕçне пуçăнакансене тата çемье ферми тăвакансене тивĕçекен грантсен хисепĕ ỹсет".

Цифрăсемпе фактсем

Раççейре туса илекен сухан-çевокăн 30 процентне пирĕн районта ỹстереççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн-че куллен 90 тонна ытла сĕт пуçтарса ăсатаççĕ.

Кăçал Патăрьел районĕн çĕр улми лаптăкĕ республикăра чи пысăкки пулнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика