18 ноября 2016 г.
Хĕлле хăй килнине систерчĕ: çанталăк кăшт си- вĕтрĕ, юр та çурĕ. Юхан шывсемпе кỹлĕсем пăрпа витĕнчĕç. Шăпах çак вăхăтра инкек тỹсекенсем нумайăн.
Пăр çỹхине пăхмасăрах пулă тытма юратакансем вăлта илсе час-часах хăйсен чун киленĕçне тултарма шыв хĕррине каяççĕ. Хăшĕ-пĕри шалалла та кĕрсе ларать. Ачасем те коньки сырса ярăнма е выляма вас-каççĕ, е тата хăшĕсем машинăпах катаччи чупасшăн. Лайăх шăнса ĕлкĕреймен пăр пысăк виçене чăтайманнипе çурăлма та пултарассине темшĕн пĕри те шухăшламастпăр, çавна пулах нуша тỹсетпĕр. Республикăри шыравпа çăлав служби пĕлтернĕ тăрăх, пăр çине вăл 7 сантиметр хулăнăш пулсан тин кĕме юрать. Каçхине, юр-тăман вĕçтернĕ, курăнаслăх япăх чухне кỹлĕ хĕррине пачах каймалла мар. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн, учительсемпе воспитательсен ачасене пăр çине халех кĕме юраманни пирки асăрхаттарсах каламалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)