18 ноября 2016 г.
Пурнăç йывăр тесе калатпăр пулин те паян районта техника велосипедран та нумайрах-тăр. Пысăк хуласенчи темиçе çухрăма тăсăлакан "пăкăсем" Патăрьелне çитни те çакнах çирĕплетет. Уйрăмах ирхине район центрĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул çывăхĕнче транспорт черечĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче дефицит япаласем сутакан лавкка умĕ пекех туйăнать. Техника нумайланни водительсене çул çинче тимлĕрех пулма, асăрханулăха ỹстерме ыйтать. Шел пулин те, инкекĕсем пулаççĕ çав... Иртнĕ эрнере районта виçĕ аварине шута илнĕ. Иккĕшĕнче автомашинăсем кăна сиенленнĕ, тепринче çын та аманнă. Ку эрне пуçламăшĕнче, ноябрĕн 14-15-мĕшĕсенче, икĕ авари пулнă. Тавах турра, никам та аманман, вилмен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)