22 ноября 2016 г.
Хамăрăн сывлăха пирус тĕтĕмĕ хавшатнине пĕлсе тăрсах тата хакĕ çулран-çул ỹссе пынипе çемье бюджетне самай тăкак кỹнине пăхмасăрах (чи йỹннин те пĕр пачки халь 50 тенкĕрен кая мар!) йыт çимен апата çăвара хыпатпăр. Арçыннисем кăна мар, хĕрарăммисем те халь Çĕньял çуннă пекех мăкăрлантараççĕ. Аслисенчен тĕслĕх илсе шкул сакки çинче ларакансем хушшинче те хыпса пăхакансем пур. Çапла майпа хăвăртрах "çитĕнес" теççĕ-ши ĕнтĕ?
Сиенлĕ йăларан çынсене сивĕтес тесе тĕнче шайĕн- чех ятарлă кунсем ирттереççĕ. Акă, ноябрĕн 16-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери пирус туртма пăрахмалли кун. Çакăн чухне районти тĕп больницăри Н. Надина нарколог Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта "Тухтăрпа уçăлса çỹрени" мероприяти йĕркеленĕ. Надежда Борисовна пируса тата кальяна пула пуçланакан чирсем пирки каласа панă. Усал амакран хăтăлма ỹт-пĕве тĕрлĕ хусканупа çирĕплетемеллине, тĕрĕс апат çимеллине палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)