22 ноября 2016 г.
Куç курни вăл _ пысăк туйăм. Ăна пула эпир йĕри-таврара мĕн пуррине пурне те сăнама пултаратпăр, çавăнпа та куçа яланах упрама тăрăшмалла.
Шкул çулне çитичченхисен кураслăх япăхланасси сайра. Вĕренме пуçласан вара ачасен çывăхран пăхасси аталанать. Вăхăтран-вăхăта куçа кантарса илессине асра тытмалла вĕсен. Телевизор курассине, компьютерпа ларассине, планшетпа выляссине, телефонпа ĕçлессине чакармалла.
Куçа куллен ывăнтариччен ĕçлеттерсен чир палăрма тытăнасран асăрханмалла. Ятарлă упражненисем тумалла. Мĕне те пулин сиссен врач патне каймалла.
Инфекциллĕ чирсем те ерме пултараççĕ. Ун пек чухне харкам хăй гигиенине пăхăнни вырăнлă.
40 çултан иртнисен куçри юн пусăмне виçтермелле. Ку енĕпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн медсестрисемпе ялсенчи фельдшерицăсем те пулăшма пултараççĕ. Улшăнусем пулсан сипленмелле.
Пациентсем хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕ пăхасси юлашки вăхăтра ỹсет. Çавна май куç врачĕ патне йышăнăва кĕрес текенсен черет пур. Маларах çырăнма та пулать. Консультаци илме республикăри офтальмологи больницине тата куç микрохирургине яма пултаратпăр. Вĕсем çĕршывĕпе палăрнă сиплев учрежденийĕсем шутланаççĕ.
Кашни регион çакнашкал çитĕнỹпе мухтанаймасть те. Мĕн чухлĕ пациент сипленет вĕсенче! Кашни çыннăн сывлăхĕ _ хă-йĕн аллинче. Вăл япăхланасса кĕтмелле мар, врач патне утмалла. Куç курманни мĕн патне илсе çитернине пĕлмеллех. Патшалăх çын сывлăхне упрассишĕн сахал мар тимлет. Шанăçа çухатмалла мар, алăсене усмалла мар, пурăнас интерес кирек камăн та малта пултăр.
Куç курни _ пуянлăх. Ăна пула эпир тĕнче илемне туятпăр, туллин пурăнма пултаратпăр.
И. АХМЕТОВ, район больницин куç врачĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)