АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чул хушшинче те чун ỹсет

25 ноября 2016 г.

 _ Турра тав тумалăх пур паянхи пурнăçшăн. Çуртăмăр хăтлă, çемье килĕшỹллĕ, сĕтел çийĕ çăкăр-тăвартан, кĕреке тăванпа, кỹршĕ-аршăран татăк тăмасть. Шел, мăшăрăм çак пурнăçа кураймарĕ. Ытла ир çĕре кĕчĕ,_ тет Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан 10 ача амăшĕ А. Куликова. Кĕçĕннисем _ йĕкĕреш Лилияпа Марат _ ашшĕне пачах та ас тумаççĕ. 6 уйăхра çеç пулнă вĕсем ун чухне.

Рифкат Керимуллович лесник пулнăран çемье вăрманти çуртра пурăннă. Çакнашкал йывăр хуйхă килсе тухсан уласа йĕрсен те çынран пулăшу кĕтмелли пулман. Ун чухне самани те çапларах тăнă.

10 ачана харăсах вунă алса, вунă носки-чăлха, кăçатă, шапка, тум-тир тăхăнтартмалла. Питĕ те тутă çỹретес тесен çĕр çывăрмасăр ĕçлемелле. Нушине маларах ас тивме ĕлкĕрнĕ Адия Саматовна пуçне усман. Ашшĕн ырлăхне те курса ỹсмен вăл хăй вăхăтĕнче. Çемье хуçи вăрçăра çухалнă пулнă. Амăшĕ 5 ачана пĕчченех ура çине тăратнă. Çакнашкал шăпа А. Куликовăна хăйне те пырса тивнĕ. Мĕнех, пурăнмалла та пурăнмалла. Ирсерен куçран пăхакан 10 ачана йывăрлăха кăтартмалла марах. Хĕр чухне крахмал (ăна та çуркунне пахчасенче шыраса тупма çăмăл пулман) шырани мар-ха ĕнтĕ. Милĕкле, шăпăрла, кăмпалла, çырлалла, йĕкелле витри-витрипе çĕр улми улăштарма пулать. Тытăннă вара çак ĕçе. Тỹрĕрен хир урлă анса Кивĕ Ахпỹрте миçе хутламан-ши? Халĕ те тус-тăван вырăнне хуракан çыннисене пỹрне хуçсах шутласа пачĕ. Хăшĕ мĕнле пурăннине ыйтса пĕлчĕ. Пĕлекенскерсем сывлăхпа çỹ- ренишĕн савăнчĕ. Патăрьелĕнче те çакнашкал "тăвансем" пур Куликовсен.

Чун чул хушшинче те ỹсет тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем. Пĕр тăвансем пурте тĕреклĕ те сывлăхлă ỹссе çитĕннĕ. Пилĕк ывăлĕ те салтакра пулнă Адия Саматовнан. Вĕсем те, хĕрĕсем те çунат хушса вĕçсе тĕпленнĕ. Паян 16 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать асанне, кукамай.

_ Тĕпе юлнă эпир пурăнма. Мăшăрăм вилнĕ чухне кунта пỹрт тăррине те витменччĕ. Чỹрече кантăкĕсене те лартман. Пăта илме те укçа çукчĕ. Шăпа манăн чăтăмлăха сахал мар тĕрĕслерĕ. Паян пỹлĕм çине пỹлĕм турăмăр, çуртри евроюсав килĕшет. Пурăн та пурăн ырлăхпа киленсе,_ тет сăмаха малалла тăсса Адия Саматовна.

Тăван киле Шăмăршă районĕн- че пурăнакан Санияпа Лилия, Чĕмпĕрти Дания, Дамир, Рустам, Владимирти Хания, Чердаклинчи Талия, Мускаври Мунир çемйи- семпе килсен те вырăн çитет. Тĕпе Марат юлнă. Вĕсем Алсу мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Асли чикĕ хуралçисене хатĕрлекен института вĕренме кĕнĕ. Тепри ялти вăтам шкулăн саккăрмĕш, виççĕмĕшĕ пĕрремĕш классене çỹреççĕ.

Вунă ачашăн ашшĕ, амăшĕ, аслашшĕ, асламăшĕ вырăнне пулнă А. Куликова. Шкулти пухусене пĕр сиктермесĕр çỹренĕ. Çитĕнекен ăрăва килте тивĕçлĕ воспитани пама пултарнăшăн педагогсем унран сахал мар тĕлĕннĕ. Кинĕн те ĕçĕ лайăх. Клуб заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Хĕллехи каçсенче ял халăхне унта уттармалли мероприятисем сахал мар йĕркелеççĕ Р. Незметдинова культорганизаторпа. Аннесен уявне халалланă программа те пуян вĕсен.

_ Ватă çыннăн куçĕ витĕр курать, хăлхи илтет, чĕлхи калаçать пулин те пĕр сăмахра кинĕмпе. Хисепе хураççĕ мана. Аслинчен иртсе пĕр-пĕр ĕçе пуçăнасси çук,_ тет хăйĕн пурнăçĕпе килĕшсе хунямăшĕ. Тăххăрмĕш теçеткепе утăмлать вăл. Çурт çăраççийĕ. Шкултан килекен мăнукĕсене чей вĕретсе, апат ăшăтса кĕтсе илет. Ку енĕпе пĕртте йывăрлăх çук халĕ. Кĕркуннене тĕп сакай, нỹхреп тулли çимĕç хатĕрлесе хурăнать. Лавккара та мĕн кирлине пурне те туянма пулать.

Картунта 10 çул пурăннă Куликовсем. Кỹршĕллĕ Леонтьевсемпе пĕр сăмахра пулнă. Паян та Алманчăри Г. Ивановăпа çыхăнсах тăрать.Хăйĕн ĕмĕрĕнче ача амăшĕн геройини икĕ аллипе тытса туман ĕçĕ юлман. Тырă та акнă, вырнă, кĕлте çыхнă, çум çумланă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, уй-хирте ĕçлекенсем валли яшка-çăкăр пĕçернĕ тата ытти те. Арçын вырăнне пăта çапма та ỹркенмен. Ăрăва малалла тăсакансем унран мĕн лайăххине веçех илнĕ. Çавăнпа паян пичĕ хĕрелмест Адия Саматовнан. Картиш тулли выльăх вĕсен. Ĕне, сурăхсем, пăру, хур-кăвакал тытаççĕ. Асли кĕçĕннисене сумланăран, кинĕсем ватта хисепленĕрен килĕшỹлĕх хуçаланать йăхра. Малашне те çак йăла тытăнса пытăрах вĕсен.

А. АСТРАХАНЦЕВА. Тăрăн

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика