АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Географи диктанчĕ

25 ноября 2016 г.

Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш географи диктанчĕ старт илчĕ. Вăл харăсах 85 регионта пуçланчĕ. Аслă, вăтам шкулсен, библиотекăсен залĕсене йышлă çын вырнаçса ĕçе пуçăнчĕ. Чăваш Енре диктанта пин çурă ытла çын çырчĕ. Кăçалхи акци тата анлăрах иртрĕ. Хăйсен пĕлĕвне пирĕн районта пурăнакансем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн акт залĕнче тĕрĕслерĕç. Вăл пуçланас умĕн шкулти географи учителĕ А. Кузнецова унăн йĕркипе паллаштарчĕ. Географи викторини ирттерчĕ.

45 минутра мероприятине хутшăнакансен 30 ыйту хуравламалалла пулчĕ. Пĕлекенсемшĕн ĕçĕ ансат та кăткăсах та мар. Тĕслĕхрен: Петрозаводск, Воркута, Великий Устюг, Санкт-Петербург хулисене панă. Хăшĕнче çĕр варринче хĕвеле курма пулнине пĕлмелле. Е Раççейри Атăл юппин пысăк юхан шывне тупмалла. Ун çыранĕсенчи хулара Илья Муромец пăхаттир тата Сергей Есенин поэт çуралнă тата ытти те. Географи терминĕсе-не, вĕсен объекчĕсене тупасси интереслĕ те.

Диктант çырма Л. Карягин, С. Кальметов, В. Артемьев, Э. Мо- лотков, В. Башмаков, А. Сал- мин, Ф. Юнисова, А. Хакимова географи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул учителĕсем, вĕренекенсем хутшăнчĕç. Анчах йыш сахал пулчĕ. Малашне ку енĕпе вырăнсенче ĕçлемелĕх пур, мĕншĕн тесен вунпĕрмĕшсен кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен шкулта çак предметпа экзамен памалла пулать.

Диктантра 100 бал пухма май пур. Идентификаци номерĕ кашнийĕшĕнех паллă. Ăна мĕнле çырнине Вырăс географи обществин сайтне кĕрсе пĕлме пулать. Отличниксен ĕç хаклавне декабрĕн 20-мĕшĕ хыççăн палăртаççĕ.

С. ЕЛКИН, Сăкăтри вăтам шкулти географи учителĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика