АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шавлатчĕ, кĕрлетчĕ завод

25 ноября 2016 г.

Пĕр эрне хутсен хушшинче чакалантăм пулсан та ертỹçĕ кам пулнине тупса палăртаймарăм. Тен материал хаçатра кун çути курнă хыççăн пулăшакансем пулĕç. Манăн ачалăхри паллăрах самантсемпе ĕмĕр манăçми асра юлнă Аслă Чементи йывăçран таварсем туса кăларакан завод та çыхăннă. Чăн малтанах вăл (1930 çул хыççăн) урапа-çуна тăвакан артель пек шутланнă. Каярахпа халăх хуçалăхне кирлĕ таварсен ассортиментне ỹстернĕ. Хăма çуракан, сĕтел-пукан тăвакан, чăпта çапакан, кирпĕч хатĕр- лекен, тăмран чỹлмек, чашăк-тирĕк ăсталакан цехсемпе пуянланнă. Заводăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче ỹс-нĕ: çапăçура усă куракан хĕç-пăшалăн йывăç пайĕ валли заказсем илсе килсе тутарнă. Çавна май рабочисен хисепĕ те пулнă. Эвакуациленĕ çынсем те килнĕ. Эпĕ астăвасса Цыпленковсем çемйипех (Михаил Павлович, Мария Ивановна тата вĕсен ачисем Борис, Гена, Тамара, Люба) çак заводра ĕçлесе пурăнатчĕç.

1946 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнчен вара А. Маназыпов ертсе пыни паллă. Александр Владимирович запасри капитан пулнă. Вăл "тилхепене" тытнă вăхăтра заводăн хăвачĕ, продукци туса кăларасси, кадрсемпе пуянланасси, рабочисем валли условисем туса парасси таранчченех капашсăр вăйлă аталаннă. 3 бараклă хваттерсем туса лартнăччĕ. Пĕри общежити майлăччĕ.

Чемен заводне ĕç шыраса тĕрлĕ çĕртен килнĕ рабочисем те вырнаçнă. Çĕпрел районĕнчи Тутар Ишлĕрен Абдрахмановсен çемйинех илер акă. Аслă хĕрĕ Гельфинур манпа пĕр класра вĕренчĕ. Вĕсен вунă ачаччĕ. Йĕлмел ялĕнчен килнĕ Семеновсемпе Чураковсен çемйисем тимĕрçĕ, электрик, рамщик специальноçĕсемпе ĕçлетчĕç. Патăрьел чăвашĕ Андрей Яковлев инженер-электрик тивĕçĕсене пурнăçлатчĕ, Козловка-Пăлаккассинчи Иван Туктин 7,5 çул Чеменпе хăйсен ялĕ хушшинчи çула такăрлатнă. Унсăр пуçне Эйпеçрен, Паснапуçĕнчен, Шăхачран, Пăлапуç Пашьелĕнчен, Ишлĕрен, Турхантан, Сителтен те унта ĕçе çỹренĕ.

Ирхине ирех заводăн гудок сасси рабочисене сывлăх суннăн ĕçе йыхăратчĕ. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче пĕрер сехет канатчĕç. Пур кĕтесре те, цехра та ĕç вĕресе кăна тăратчĕ. Завод çапла тухăçлă та çитĕнỹсемпе ĕçленин хăйĕн сăлтавĕ те пулнă. Рабочисене плана тултарса пынишĕн премисемпе, Хисеп хучĕсемпе хавхалантарса пынă. Тăрăшакансен тỹрĕ кăмăлĕпе ĕçченлĕхĕ, дисциплина вырăнта пулнă.

Чукун авакан, урапа-çуна тăвакан çĕрте Тури Чакăри Сюзюкинсем, Матроссовсем, Тарасовсем, Латышовсем, Зотовсем, Фроловсем, И. Орлов, П. Маркелов, М. Яганов ĕçлетчĕç. Пашьел çыннисем ытларах тикĕт станĕнче сухăр, кăмрăк туса илнĕ çĕрте вăй хуратчĕç. Заводра пĕр çемьерен темиçен ĕçлекенсем те пурччĕ. Кукаçи хăй, аслă хĕрĕ Наçтук аппа пекарь, Володя токарь, Алексей столярь пулса тăрăшатчĕç. Кукаçие Чăваш Республикин Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе те наградăланăччĕ. Орловсен, Маркеловсен, Зотовсен икшерĕн-виçшерĕн ĕçе кỹлĕннĕччĕ.

Заводра туса кăларнă продукцине туянма вара Чăваш Республикинчен кăна мар, Тутар тата ытти çĕртен те килетчĕç.

Йывăçсене вăрмантан лашасемпе вăрăмкка кỹлсе турттаратчĕç. Завод ятарласа малтан вăкăрсем, кайран лашасем тытатчĕ. Конюхсемпе шорниксем те пулнă.

Завода ĕçлеттерме электроэнерги кирлĕрен шыв вăйĕпе усă куратчĕç. Ăна Чемен, Чакă енчен килекен çырмасене пĕрлешнĕ çĕрте пĕвелесе тăватчĕç. Пĕр кĕтесĕ утрав евĕр пулнăччĕ. Эпир, ачапчасем, унта шыв урлă ишсе каçаттăмăр. Мĕн чухлĕ пулă тытма çỹремен-ши тата! Савăнăç, киленỹ илнĕ. Шыв сикки те пурччĕ. Сиктĕрме тĕлне виçĕ енчен хăмасемпе çирĕплетнĕ. Тĕпне те сарнă. Вĕçĕмсĕр шыв юхса тăнипе вăл саваласа якатнă пекехчĕ. Эх, ярăнаттăмăрччĕ.

Пĕвен икĕ вĕçĕнче пулă тытмалли меллĕ вырăн пурччĕ. Шăлавар пек пулса тăнăччĕ вăл. Уяр çанталăкра шыв симĕс- ленетчĕ, шапасем сикетчĕç.

Шавласа-кĕрлесе тăракан Чемен завочĕ нумай çыннăн ĕçри кăмăл-туйăмне çĕкленĕ, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май пулнă. Эпир те, рабочисен ачисемпе мăнукĕсем, заводăн Çĕнĕ çул елкинче мĕн тери савăннă, хĕпĕртенĕ, капăр чăрăш илемĕпе киленнĕ. Хĕл Мучипе юнашар тăрса ташланă, юрланă, сăвăсем каланă.

Йывăçран япаласем тăвакан цеха 1959 çулта Шăхача, кирпĕч кăлараканнине Ишле куçарчĕç. Анчах аса илỹсем иртнине паянхи евĕр куç умне кăлараççĕ.

А. ФРОЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика