25 ноября 2016 г.
Сывлăх _ чи хаклă пуянлăх. Ăна укçалла илейместĕнех. Сывлăха упрас тесе вара кашнийĕн тăрăшмалла. Вăхăтран-вăхăта больницăна кайса тĕрĕсленмелле, диспансеризаци тухмалла. Ыран, акă, Чăваш Енри медицина организацийĕсенче йăлана кĕнĕ Уçă алăксен кунĕсене ирттереççĕ. Республикăра пурăнакансем Республикăн клиника онкологи диспансерĕн медицина специалисчĕсен консультацине илме пултараççĕ.
Онкологи диспансерĕнче çак куна сĕт парĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене халалланă. Тĕллев _ усал шыçăсене маларах тупса палăртасси, çынсене онкологи енĕпе сыхă пулмашкăн асăрхаттарасси.
Сывлăх сыхлавĕн министерствинче Уçă алăксен кунĕсем халăх медицина учрежденийĕсен пулăшăвĕпе усă курмалли майсене анлăлатма, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма пулăшасса шанаççĕ. Врачсем патне йышăнăва каяс тесен çумра паспорт, СНИЛС, медстраховани полисĕ пулмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)