06 декабря 2016 г.
Çак пурнăçра чи савăнăçлă самантсенчен пĕри вăл _ çут тĕнчене ача килни. Шел пулин те, юлашки çулсенче çĕнĕ "кайăк" сасси çемьесенче сахалтарах та сахалтарах илтĕнет. Районĕпе 11 уйăхра 337 пепке кун çути курнă. Анчах Ульяновка, Первомайски, Пỹртлĕ, Анат Чакă, Упамса, Тури Тăрмăш, Вăтаел, Тутар Тимеш, Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕсене аист çулталăк пуçланнăранпа пĕр хутчен те вĕçсе килмен. Именкассинче, Кзыл Чишмара пурăнакансем иккĕмĕш çул ятарлă çурта йăх тăсакансене "туянма" утмаççĕ. Чĕпкасра вара юлашки хут ача яшки тăватă çул каяллах тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)