06 декабря 2016 г.
Сывлăх _ чи хаклă пурлăх, тетпĕр, анчах вăл çирĕп пултăр тесен вăхăтран-вăхăта сипленсен, ятарлă кану çурчĕсенче çирĕплетсен тата аван. Кăçал районти социаллă хỹтлĕх пайĕ аслă çултисене тата инвалидсене сывлăхĕсене тĕреклетме "Вега" учрежденине путевка панă. 20 çын унта кайса 18 кун каннă, пĕрлех сипленнĕ, культура, спорт мероприятийĕсене хутшăнса çамрăкланнă, чирсем пирки маннă.
Хальхи вăхăта районти социаллă хỹтлĕх пайне санаторине каяс тĕллевпе 287ĕн заявлени çырнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)