06 декабря 2016 г.
Ялсен те, çынăнни пекех, хăйсен шăпи, кун-çулĕ, пурнăçĕ... Пĕрин те калăппа хатĕрленĕ пек пĕр пек мар. Унта пурăнаканнисен те ыттисенчен уйрăмлăхсем пур: йăли-йĕрки, калаçăвĕ, тыткаларăшĕ... Çавна май хăш-пĕр чухне пĕр палламанскере кăшт сăнанă хыççăн хăш ялтан иккенне пĕлме пулать. Ара, Туçа енчи халăх хĕлĕн-çăвĕн сухан-çевок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр пирки сăмах пуçарать; Татмăшсем _ вăрлăх туса илесси çинчен тата ытти те. Кашнийĕ укçа тумалли мел шырать, çавăнпа та кунта ним тĕлĕнмелли те çук.
Тутар Сăкăтсем те çемье бюджетне пуянлатассишĕн сахал мар тар тăкаççĕ. Тутар Сăкăтĕнче 465 кил-хуçалăх, унтан 45-шĕ, шел пулин те, хупăннă. Пысăк ялта 1300 ытла çын пурăнать. Чылай çĕрти пекех кунта та арçынсем тĕрлĕ хулана ĕçлеме çỹреççĕ, вырăнтах укçа тăвакансем те пур. Индивидуаллă предпринимательсем 20е яхăн. Вĕсем çăкăр, кукăль пĕçерессипе, кресло-диван тăвассипе, сĕт пухассипе, çĕр ĕçĕпе тăрăшаççĕ. Уйрăм çынсем хушшинче тутарсен паха апатне _ казы _ хатĕрлекенсем нумайăн. Ăна кашни килте тенĕ пекех тăваççĕ. Пыршă ăшне тултармалли какай валли ытларах чухне лашан кайри пĕççипе усă кураççĕ. Ялта кам та пулин çак пысăк выльăха пусассине пĕлсен туянма маларахах калаçса хураççĕ. Чĕлхесĕр янавара урăх тăрăхран илсе килекенсем те пур. Казыне нумайăшĕ килте сĕтел çине касса хума, кучченеç пама янтăлаççĕ, çавăн пекех сутакансем те пур.
Юлашки çулсенче Тутар Сăкăтĕнче пулă тĕтĕмлеме тытăнчĕç. Уйрăм çынсем ĕçе килтех пурнăçлама пĕчĕк пỹрчĕсенче, паварсенче кирлĕ хатĕрсене вырнаçтарнă. Çак ĕçпе вĕсем районĕпех чапа тухрĕç тесен те йăнăш мар. Хăшĕ-пĕрин патне рекламăсăрах тĕрлĕ ялтан туянма çỹ- реççĕ.
Ялта хур-кăвакал тытакансем те нума- йăн. Çулла вĕсен шучĕ 3000-рен те иртет. Çитĕнтерме хăшĕ-пĕри килĕнчи пахчинче ятарласа пĕчĕк кỹлĕсем чавать. Хура кĕркунне, кăшт шăнтсан килсерен тенĕ пек 7-8 хĕрарăм пĕрле пухăнса шыв кайăкĕ- сене пусса тирпейлеççĕ.
_ Кăçал эпир 100 кăвакал усрарăмăр, _ терĕ ял тăрăх администрацине килнĕ пĕр хĕрарăм.
_ Сутлăх валли те ỹстернĕ пуль ĕнтĕ, _ терĕм калаçăва малалла тăсса.
_ Çук, кайăксем "вĕçме" юратаççĕ вĕт. Ачасене, тăвансене парса ямалла. Какай уявсенче те, кукăль, манты тата ытти çимĕç пĕçерме те нумай кирлĕ. Пасара кайса сутакансем те пур, _ тесе пĕлтерчĕ. Халь туй е юбилей, е ытти савăнăçлă мероприятинче хăнасем колбаса патнелле алă тăсмаççĕ, вăл сĕтел хуралçи вырăнне анчах тăрса юлчĕ. Килти какайран тутлăраххи тата сĕтеклĕреххи мĕн пур-ши? Çитменнине тутарсем апат-çимĕçе тутлă та техĕмлĕ пĕçерме пĕлеççĕ.
Ялта укçа тăвас тĕллевпе 2-3 ĕне усракансем те пур. Ун пеккисем 10 хуçалăхран ытлашши мар иккен, ытларахăшĕн пĕр ĕнепе пĕр вăкăр. Пысăк выльăха хĕл каçарма утти-улăмĕ те, вăй-халĕ те кирлĕ çав... Çавăнпах ĕнтĕ качака тытакансем йышланса пыраççĕ.
Тутар Сăкăтĕнче çамрăксем (Шăнкăртампа танлаштарсан) нумаях мар, апла пулин те çуралнă вырăнта тĕпленекенсем пур. Çакна иртнĕ çулсенче хута кайнă капмар шкул та çирĕплетет.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)