АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выляс ăсталăх пысăк

06 декабря 2016 г.

Саккăрмĕшпе тăххăрмĕш тата вуннă- мĕшпе вун пĕрмĕш классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче районти шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн баскетболла выляса ăмăртусем иртрĕç. Унта çулленех Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем хастар хутшăнаççĕ. Кăçал та вĕсен тăрăшулăхĕ палăрчĕ. Ытти вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакансене çĕнтерỹçĕ пулас шанчăк памарĕç Аслăчеменсем. Икĕ ушкăнĕпе те пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Уйрăмах 8-9 классенчи Д. Матросова, И. Дубинина тата 10-11-мĕшĕсемшĕн тапăнса вылянă М. Матюшкинăпа К. Фролова баскетболисткăсене палăртмалла.

Аслă ушкăнри арçын ачасем иккĕмĕш вырăна тухнă. Вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командине 2 очко выляса янă.

Вĕренекенсем пьедестал çине хăпарма пултарнинче П. Макаров физкультура учителĕн тивĕçĕ пысăк.

С. МАКАРОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика