06 декабря 2016 г.
Пирĕн районта 3048 сусăр çын пурăнать. Кашнийĕн шăпи тĕрлĕрен вĕсен. Анчах пурте чăтăмлă, мал ĕмĕтлĕ, çакă пĕр тĕвве çыхса, пĕрлештерсе тăрать те вĕсене. Пĕр-пĕрин пурнăç-хĕлне тĕплĕнрех пĕлес, шăпи-ăраскалĕпе интересленес ĕçре инвалидсен обществин районти организацийĕ пысăк ĕç тăвать. Ăна Г. Кошкин ертсе пырать. Обществăлла ĕçе туса пыракан Георгий Аркадьевичпа калаçу пуçартăмăр. Вăл кăçалхи ĕçе çапларах пĕтĕмлетрĕ:
_ Декабрĕн 3-мĕшĕ _ Инвалидсен кунĕ. Çавна май çул вĕçленмен пулин те халиччен мĕн тума пултарайнине палăртмаллах. Организаци ытти обществăлла пĕрлешỹсемпе, пенси фончĕн районти уйрăмĕпе, ĕçпе тивĕçтерекен центрпа, социаллă хỹт-лĕх пайĕпе, социаллă тивĕçтерỹ центрĕпе, социаллă страховани фончĕн регионти пайĕн районти уйрăмĕпе, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсен специалисчĕсем çĕнĕ саккунсене вăхăтра пирĕн пата çитереççĕ. Уйрăм категорири граждансем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултарнине вара эпир вырăнсене пĕлтерме тăрăшатпăр. 19 ял тăрăхĕнче те пур инвалидсен пĕрлешĕвĕсем, анчах ĕçне пĕрешкел туса пыраççĕ теме çук. Хастарсен йышне Патăрьелĕнчи А. Мякина (вăлах общество председателĕн çумĕ те), Аслă Чементи Е. Михайловăна, Тутар Сăкăтĕнчи И. Махмутова кĕртме пулать. Туçа енчи А. Арланов хастарлăхĕ пысăк пуласса шанас килет.
Мĕн ĕçлетпĕр-ха? Календарьти пире çыхăннă уявсене палăртма тăрăшнă. Районта, республикăра иртекен ăмăртусенчен пăрăнса юлман. Сăмах май çакна та каламалла, декабрĕн 1-мĕшĕнче республикăра инвалидсен XVIII спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта та хутшăнтăмăр.
Май уйăхĕнче Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче зонăри ăмăртусем пулнăччĕ. Унта А. Мякин, В. Нрти, А. Платонов, И. Махмутов хутшăнса лайăх кăтартусем тунăччĕ.
Малашлăхра ĕçлемелли те пайтах. Кашни сусăр тимлĕхре пултăр тесен вырăнсенче тимлĕ-рех ĕçлемелле. Шкулсенче халĕ волонтерсем пур. Пулăшăва вĕсене явăçтарсан та юрать
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)