АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹпкешĕн пирус та, кальян та тăшман

06 декабря 2016 г.

Ỹпке чирĕ нумай компонентлă. Чир шăнсан, сывлăш çулĕсем пĕрĕнсен палăрма пултарать. Ỹсĕрттерет, сывлама йывăрланать, час ывăнтарать, организма кислород çитмест. Вăхăтра сипленмесен вара сусăрланма е вилме те пулать. Çак чирпе аптăракансем сахал мар.

Ку чухнехи медицина пурăнас кун-çула сахал мар вăрăмлатма май парать, анчах сывмар çыннăн хăйĕн те тăрăшулăхĕпе ăнланулăхĕ кирлех. Чир сигарет, кальян, ытти хутăш туртакан çынсен хăвăрт аталанать. Тĕтĕм сывлăш çулĕсене сиенлет. Шахтерсен, сварщиксен, метталурги тата хими промышленноçĕсенче ĕçлекенсен те асăрханулăх кирлех. Кăмака хутнă чухне тухакан тĕтĕме те вăрах вăхăт сывлани сиенлĕ. Экологи япăх çĕрте пурăнакансен те чирлесрен сыхланмаллах.

Сыв мар çын ир енне типĕлле е йĕпе сурчăкпа ỹсĕрет. Ĕçленĕ чухне, каярахпа кирек хăçан та сывлăшĕ пỹлĕнет. Юлашки стадисенче вара кăкăрта шăхăрттарса хăрăлтатнă сас тухать.

Вăрах вăхăт пирус туртаканăн ỹпке структури арканать, çавна май вăл кислорода туллин сыв- ласа илеймест. Мышцăсем йĕркеллĕ ĕçлейменрен ывăнать. Çавăнпа та пирус туртассине сивлемелле.

Ỹпкен вăраха кайнă чирĕ чухне вăл шыçма пултарать. Грипп та унран пăрăнса иртмест. Çавăнпа çулленех сентябрь-октябрь уйăхĕсенче тăвакан прививкăсенчен пăрăнмалла мар. 5 çулта пĕрре ỹпке сусăрланасран хỹтĕленсе урăх вакцина яртармалла. Ку ыйтупа врачпа тĕплĕнрех калаçмалла, сиплев курсне те вăлах сĕнет. Ятарлă упражненисем туни те вырăнлă.

О. ТОКМАКОВА, пĕтĕмĕшле практика врач

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика