29 ноября 2016 г.
Çитес çулхи январь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн территоринче пурăнакан пур пенсионера та ниçта та заявлени çырмасăрах пĕр хутчен 5 пин тенкĕ тивĕçет. Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче пенси илекенсене маларах, декабрьте укçа параççĕ. Вĕсем вара çак 5 пин тенке ыттисемпе пĕрлех, январьте, илеççĕ. Çавăнпа та кĕмĕл çухаласран хăрамалла мар.
Республикăри пенси фондĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи кăтартусемпе Чăваш Енри тивĕçлĕ канăва кайнă _ 368 пин, районта пурăнакан 12 пин те 117 çын 5000 тенкĕ илме тивĕçеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)