29 ноября 2016 г.
Чăваш Енре 2017 çула Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Çак çул ачисем хăйсен ашшĕ-пе амăшне ытларах тимлĕх уйăрасса шанас килет. Шел пулин те, юнашар чухне эпир çывăх çынсене кирлĕ пек пăхмастпăр, çухатсан çеç çакна туйма пуçлатпăр. Вĕсем пире çитменнине сисетпĕр, анчах та кая юлатпăр.
Çак кунсенче куршĕсем патĕнче хăнара пултăмăр. Петя тетепе Елюк аппа иккĕ-шех пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса устернĕ _ икĕ хĕр те пĕр ывăл. Пурте çемьеллĕ, хулара тĕпленнĕ. Яла килсе çуреççĕ-ха, 70-тен иртнĕ ашшĕпе амăшне курса каяççĕ, мăнукĕсемпе савăнтараççĕ. Иртнĕ шăматкун та Володя ывăлĕпе Эльвира кинĕ пулчĕç. Çăмăл машинăпа килчĕç те каç енне каялла кайрĕç. Володя çак кунсенче 50 тултарнăран хулана çитме васканă-мĕн. Ашшĕпе амăшĕ те çак уява ик-виç уйăх каяллах хатĕрленме тытăннă. Така пусса шăрттансем турĕç, хур-кăвкалне тирпейлерĕç. Елюк аппа пирĕнпе пĕрле Патăрьел пасарне те çитсе килчĕ. Хулана кайма тесе çĕнĕ куртка, вăрăм кунчаллă сăран атă, Петя тете валли ботинка туянчĕ. Ара, ачисен пĕлĕшĕсем пысăк вырăнта ĕçлекенсем тет, кинĕпе ывăлне вĕсен умĕнче намăс ан пултăр терĕ.
...Елюк аппа кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа мăшăрпа иксĕмĕре те каçма ыйтрĕ. Каçхи ĕçсене тирпейленĕччĕ ĕнтĕ, сĕтел çинчи пан улми кукăлĕн çуррине касрăм та каçрăмăр. Сĕтел тулли ĕçме-çиме хатĕрленĕ. Нимĕнле уяв та мар-çке, мĕн ячĕпе кун пек чыслав текелесе сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Петя тете паян Володя ывăлĕ 50 çул тултарнине, юбилейне ресторанта паллă тунине пĕлтерчĕ. Çакна илтсен вĕсем мĕншĕн унта маррине пĕлес тесе çăвара уçнăччĕ кăна, мăшăрăм урипе тĕксе те илчĕ. Ыйтаймарăм. Елюк аппапа Петя тете те кун çинчен пĕрре те шарламарĕç. Эпир те ашшĕпе амăшне маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн саламларăмăр. Пурнăç, ял хыпарĕсем çинчен чылайччен калаçса лартăмăр. Çывăрма выртсан та пĕр ыйту канăç памарĕ: юбилей уявĕнче Володьăн ашшĕпе амăшне аса илекенсем пулчĕç-ши?
Н.В.МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)