29 ноября 2016 г.
ВИЧ инфекцийĕ ытларах Африка регионĕнче анлăн сарăлнă. Унпа кĕрешесси вара тĕнче пĕлтерĕшлĕ проблема пулса тăрать.
Инфекци сывă мар çынпа хире-хирĕç тăрса калаçнипе ермест. Алă тытсан та хăрама кирлĕ мар. Ỹсĕрнĕ, урăх япаласемпе усă курнă, транспорт çинче юнашар ларса пынă чухне те ан шикленĕр.
Чире сиплес ĕçре татăклă улшăнусем туса пыма пултарнăран эпидемие 2030 çул тĕлне пачах пĕтересшĕн. Çакăнта врачсен тăрăшулăхĕ çеç çителĕксĕр. Пациентсен тимлĕхĕ пысăк кирлĕ. Чăваш Республикинче паянхи куна СПИДпа чирлĕ 2207 çын учетра тăрать. Пирĕн районта ВИЧ инфекци 21шĕнче палăрнă. Республикăра кăçал 212 çынна шута илнĕ. Юхма Енте пиллĕкĕшне палăртнă. Виçĕ çын вилнĕ. ВИЧ инфекциллĕ амăшĕ- сенчен 4 ача çуралнă.
Чирпе кĕрешес ĕçре тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çамрăксемпе конференцисем, семинарсем, çавра сĕтел хушшинчи калаçусем йĕркелеççĕ. Шкулсенче СПИД чирĕ пирки уроксем пулаççĕ. "Хăвăн ВИЧ статусне пĕл!" акцисем йĕркелеççĕ.
Мĕнле сыхланмалла-ха чир ересрен? Арçынпа е хĕрарăмпа хутшăннă чухне презервативсемпе усă курмалла. Татуировка тутарас тесен стерилизациленĕ шприцсем çеç кирлĕ. Шăл тасатмалли, сухал хырмалли хатĕр сем кашни çыннăн уйрăм пулмалла.
Чир ересрен асăрханăр.
А. ЧЕРНОВА, район больницин врачĕ. С. ПЕТРЯНКИНА, "Роспотребнадзор" управленийĕн территори пайĕн ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)