АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнийĕн амăшĕ _ чи лайăххи

02 декабря 2016 г.

Кивĕ Катекри ача садĕнче Аннесен кунне чысласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Зала ачасен чи çывăх çыннисем _ амăшĕсем, кукамăшĕсемпе асламăшĕсем _ пуçтарăнчĕç. Уяв илемлĕ сăвăпа уçăлчĕ.

Чи малтанах аслă ушкăнрисем сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсене чăн-чăн артист пек тытрĕç. Çитĕнекен ăру аннесем çинчен сăвăсем вуларĕ, юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Кĕçĕн ушкăнрисем те пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсем те çывăх çыннисене ташă парнелерĕç. Уяв программине И. Быкова воспитатель ертсе пычĕ. И. Селиванова музыка ертỹçи кĕвĕ-çемĕпе тивĕçтерчĕ. Ачасен телейлĕ те янăравлă сассине илтнине мĕн çитĕ. Пĕчĕкскерсен сăн-питĕнче хаваслă кулă çиçрĕ.

Кашнийĕн амăшĕ чи лайăххи-çке. Хăнасене ачасем хăйсем ăсталанă парнесене пачĕç.

Л. ВЛАДИМИРОВА, воспитатель

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика