АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕрте çуралнă туслăх нихăçан та ан сỹнтĕрех

06 декабря 2016 г.

Вĕл те вĕл ỹкет çỹл тỹперен шурă юр пĕрчийĕ çĕр çине. Тавралăх çуталать. Хура çĕр куçран çухалса тĕнчене илем кỹрет, иртни манăçа юлнăн туйăнать. Яланах çутă пуласлăх кĕтет пек. Ĕмĕтпе пурăннăран кун-çул иртни сисĕнмест те ĕнтĕ. Анат Туçари Казаковсем пĕр çемье тĕвĕленĕренпе те çур ĕмĕр иртрĕ. Пурнăçра хура-шуррине сахал мар курнă пулсан та чăтнă. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян кĕçĕннипе пурăнаççĕ, тĕпри виçĕ мăнукĕпе савăнаççĕ.

_ Асатте, асанне, ирхи апат çинĕ-и? Чей ĕçнĕ-и? _ пуринчен ытларах шăкăлтатать ялти пуçламăш шкул-ача садне çỹрекен Арина мăнукĕ. Вĕсем Кирилл пиччĕшĕпе вĕренме каяççĕ. Давида вара ашшĕ ача садне ăсатать. Амăшĕ каллех ирпе ирех ĕçе утать.

Ăрăва малалла тăсакансем вуннăн çитĕнеççĕ Казаковсен. Шупашкарти Альăпа Мускаври Люда хĕрĕсен икшер ача. Вĕсем спортпа туслă. Ют çĕршывсенчи ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Каникулсенче кукамăшĕпе кукашшĕ патне килсе çỹреççĕ. Петр Филипповичпа Таисия Емельяновнан тата икĕ ачи Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнаççĕ.

Улми йывăççинчен айккине ỹкмест тенĕ евĕр, ăрăва малалла тăсакансем те ĕçлĕхлĕ. Килте икĕ ĕне, пăру, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ. Пахчара, çĕр пайĕн- че тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ.

Казаковсем хăйсем иккĕшĕ те колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Петя тете ытларах ĕне ферминче вăй хунă. Ирхи сăвă- ма çуллахи вăхăтра та кăвак çутăллах тухса каймалла пулнă, кайран тислĕк кăларнă. Киле таврăниччен кăнтăр апачĕ те çитнĕ.

Таиç аппа та фермăра сыснасем патĕнче вăй хунă. Ун чухне выльăхсен йышĕ пысăк пулнă. Лавĕ-лавĕпе çăнăх турттарма тивнĕ. Ферма кунне темиçе те хутлама тивнĕ. Вăл инçерех выр- наçнипе çул çине самаях вăхăт иртнĕ. Çавах пурне те ĕлкĕрнĕ.

_ Анне лайăх пулнă пирĕн, _ тет хунямăшне паянхи кун та ырăпа аса илсе Таисия Евдокимовна. _ Ачасене унпа хăварнă ĕнтĕ.

Ĕлĕкрех ватăран пĕр сăмах та иртеймен. Вăл калани саккун пулнă. Çавăнпа çемьесем те çирĕп тытăнса тăнă. Казаковсем те ватта сума сунă, хисепленĕ. Паян ачисене çавна хăнăхтараççĕ. Килĕшỹре пурăнни, тăрăшуллă ĕç çеç ял çинчи сума ỹстернине калаççĕ. Петр Филипповичпа Таисия Емельяновнăна ватăсем яланах пĕр сăмахра пурăнма пил панă. Вĕсен пехилне çĕре ỹкермен.

Туçа хĕрĕ пулнă Таиç аппа. Вăрласа качча илсе килнĕ пулсан та хăйĕн шăпипе килĕшнĕ. Ун чухне йăли те çапла пулнă.

_ Самани паянхи пек тăрсан пурăнмалла та пурăнмалла. Кил-çурт хăтлă, çемье йышлă. Анчах сывлăхсем хавшакрах, _ тет Таисия Емельяновна. Мăшăрĕ те, хăй те юн пусăмĕ вылянипе аптракалаççĕ. Петя тетене тата суранлă ури итлесшĕнех мар. Юрать тепĕр чухне медицинăра ĕçлекен Альăпа Люда хĕрĕсем хистесех сиплев учрежденийĕ- сене илсе каяççĕ. Патшалăх пăхать-ха, çакăнпа кăмăллă Казаковсем. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ пенси илни те пурнăçа туллин сыпăнтарса пыма пулăшать.

Районта 3048 инвалид пурăнать. Çак йышра пĕрремĕш ушкăнра _ 314, иккĕмĕшĕнче _ 950, виççĕмĕшĕнче 1630 çын. Инвалид ачасем 154.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика