06 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул тата Раштав çывхарса пыни кашни утăмра сисĕнет. Юр çунăран тавралăх тата та ытларах илемленчĕ, уяв сĕмĕ çапрĕ. Патăрьелĕнче çакă пушшех те лайăх палăрать. Организаци-предприяти çурчĕсем, йывăçсем çине тĕрлĕ тĕслĕ çутă çакнăран юмаха лекнĕнех туйăнать. Уйрăмах каçхине тата ирхине унта та кунта йăлтăр та ялтăр туни таçтанах курăнать.
Районта "Çĕнĕ çул фантазийĕ" конкурс йĕркелени те килекен Автан çулне тата ытларах хатĕрленме хистет. Анчах, шел пулин те, хăш-пĕр предприятисемпе суту-илỹ çурчĕсем "ыйхăран" вăранман-ха. Патăрьел райповĕн администраци çурчĕ, Ленин урамĕнчи райпо лавкки, ветеринари аптеки, "Стройдом" пĕрлешỹ, автовокзал, "Добрый" лавкка, Мир урамĕнчи павильонсем хăйсене хитрелетессе кĕтсе паян тунсăхлăн çеç лараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)