02 декабря 2016 г.
Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çỹрекенсем нумай пулмасть Елчĕк районĕнчи Тимешре СССР спорт мастерĕ Исаак Портнов ячĕпе республика шайĕнче иртекен йывăр атлетсен турнирне хутшăннă. Унта Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар, Етĕрне районĕсенчи, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 100 ытла штангист тупăшнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Н. Зимин тата Н. Трифонов тренерсен воспитанникĕсем хỹтĕленĕ. Хăйсен виçе категорийĕ- семпе Т. Павлов, М. Егорова, Д. Смаева, Т. Боброва, И. Степанова çĕнтерỹçĕсем пулнă.
Маттур ăру çитĕнет çав Патăрьел çĕрĕ çинче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)