АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Президенчĕ В. Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ

02 декабря 2016 г.

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ. Кăçалхипе вăл Çырупа 13-мĕш хут тухрĕ. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, правительство членĕсем, Конституци тата Аслă суд председателĕсем, генпрокурорсем, регионсен ертỹçисем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

80 минута тăсăлнă мероприятинче В. Путин экономика, социаллă сфера тата шалти политика пирки ытларах каларĕ.

Çырăва район çыннисем хаклаççĕ:

Кристина МИХАЙЛОВСКАЯ, райадминистрацин строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн специалисчĕ, эколог:

"Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва тимлесех итлерĕм. Çитес 2017 çул Экологи çулталăкĕ пулнă май çут çанталăка упрасси тата ытларах тимлĕх уйăрасси пирки каларĕ. Эколог пулнăран маншăн çак сăмахсем питĕ çывăх пулчĕç. Районта хамăр пурăнакан тавралăха тасамарлăхран упрас тĕллевпе эпир те нумай ĕçлетпĕр. Çулленех "Йывăç ларт", "Вăрман чĕрт" акцисем йĕркелетпĕр. Унта шкул ачисемпе организаци-предприятинче вăй хуракансем, уйрăм çынсем хастар явăçаççĕ. "Вторбум" акцие те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни çын хутшăнма пултарать. Ăна шăпах пластик савăтсене, тимĕр-тăмăра, усă курнă батарейсене тата ытти кирлĕ мар япаласене пухас тĕлĕшпе ирттереççĕ. Çитес çул экологи ыйтăвне тимлĕх тата ытларах уйăрма, çавăн пекех Çĕнĕ Ахпỹртри плотинăна юсама палăртнă".

Алевтина АЛЕКСАНДРОВА, ра йонти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ:

Çырупа эпир те паллашрăмăр. Медицина ĕçченĕсемшĕн Владимир Владимирович сывлăха сыхлас енĕпе каланă сăмахсем чуна çывăх пулчĕç. Чăнах та, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать. Çынсен пурăнас кун-çулĕ вăрăмланать. Çакă пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ панипе те çыхăннă. Вăл малашне те приоритетлă задачăсенчен пĕри шутланни вырăнлах.

Сывлăха сыхлас ĕçре проблемăсем çук мар-ха. Вĕсене май килнĕ таран тирпейлесе пыма тăрăшатпăр".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика