АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çатма пек яка çулăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр", терĕç çĕнĕ çула уçма пухăннă çынсем

02 декабря 2016 г.

 Тăрăнтан Кĕçĕн Арапуçне каякан çулпа унталла та кунталла техника вăшлатса çеç çỹрет. Тин çеç туса пĕтернĕ çатма пек тип-тикĕс асфальтпа ярăнма та кăмăллă çав. Нумай пулмасть кăна кунта кĕрлĕ-çурлă пылчăк çăрăлнине, çавна май Хирти Пикшикре, Еншикре, Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакансен тавра çулпа çỹреме тивнине халь ĕненес те килмест. Çак ялсенчи çынсемшĕн ку чăн-чăн парне пулчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ "Тăрăн _ Кĕçĕн Арапуç" çула ĕнер, декабрĕн 1-мĕшĕнче, чыслă лару-тăрура уçма хутшăннă районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ П. Козлов: "Ку çула тума тытăннă чухне эпĕ 6ра пулнă, халь 60 çулта. Тинех ĕмĕт тулчĕ, çакăншăн ял, республика, район ертуçисене, депутатсене пысăк тав тăвать", _ терĕ хĕпĕртесе. Халăх савăнăçне питĕ лайăх ăнланма пулать. Çавра çỹрен пыл хыпнă, теççĕ пулсан та кĕске çул пурри аванрах: вăхăт та, çунтармалли-сĕрмелли материал та самаях перекетленет, палăртнă вырăна та часрах çитетĕн.

Çула кăçалхи август уйăхĕнче "РЭМИСС" пĕрлешỹ тума пуçланă. Кĕске вăхăтрах вĕсем тăп- рана хăпартрĕç, пĕрлех дренаж ĕçĕсене пурнăçларĕç, кирлĕ паллăсене вырнаçтарчĕç. Хĕл сиввисем çитиччен асфальт сарса техникăна çỹреме юрăхлă турĕç.

"Тăрăн _ Кĕçĕн Арапуç" çула уçнă çĕре ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа К. Ер- молаев, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсем çак çулпа çỹреме пурне те сывлăх тата малашне те килĕштерсе ĕçлеме суннă хыççăн хĕрлĕ хă-йăва çамрăк ăрупа пĕрле касрĕç.

Çĕнĕ çул хута кайрĕ, халăх кăмăлĕ те тулчĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Кĕскен: "Тăрăн _ Кĕçĕн Арапуç" çул тăршшĕ 3,25 çухрăм, унăн сарлакăшĕ 6 метр.

Объекта "2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи планлă тапхăрти ялсен çирĕп аталанăвĕ" федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн тунă. Çулăн смета хакĕ _ 44223,220 пин тенкĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика