АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МЧС журналистсене чысларĕ

02 декабря 2016 г.

Çак кунсенче Шупашкарти пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕнче (халăхра ăна пушар музейĕ теççĕ) республика шайĕнче ирттернĕ "Огненное перо" конкурсăн çĕнтерỹçисене _ журналистсене _ чысларĕç. Ку конкурса Пĕтĕм Раççейри "Созвездие мужества" фестивалĕ вăхăтĕнче çулсеренех йĕркелеççĕ.

Паллах, синкерсем пирки çырма-кăтартма-каласа пама çăмăлах мар, çапах журналистсем инкек пулнă вырăнсене те çитсе килеççĕ, МЧС ĕçченĕсемпе пĕрле рейда та каяççĕ, кирлĕ пулсан огнетушителе те алла илеççĕ. Чыслав саманчĕ пуçланиччен МИХ представителĕсем пушар музейĕнче экскурсире пулчĕç. Темиçе ĕмĕр каялла Шупашкара кĕл-кăмрăка çавăрнă пысăк пушарсем çинчен тепĕр хут аса илчĕç, 1955 çулта кăларнă ЗИС-5 пушар автомобильне ларса пăхрĕç. Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин (ВДПО) республикăри уйрăмĕн ĕçченĕсем мĕнле огнетушительсем пурри, вĕсемпе еплерех усă курмалли çинчен каласа кăтартрĕç. Çăлавçăсемпе ирĕклĕ пушарнăйсен ятарлă тумне ("боевка") тăхăнса пăхма сĕнчĕç. Калем ăстисем огнетушительпе усă курса "вут-çулăма" та сỹнтерчĕç.

Йăлана кĕнĕ пекех, çĕнтерỹçĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор хăй чысларĕ. "Журналистсене пушарнăйсемпе çăлавçăсен хăрушлăхпа çыхăнă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан уçă та тĕрĕс информацие халăх патне çитернĕшĕн тав тăвас килет. Çавăн пекех эсир пире çынсене инкек-синкекрен мĕнле сыхланмаллине те ăнлантарма пулăшатăр. Пирĕн пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ _ пушарсемпе синкерсен шучĕ чакни", _ терĕ Станислав Юрьевич. Чăваш Енри ВДПО Канашĕн председателĕ Светлана Сергеева журналистсене раштав уйăхĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма чĕнчĕ. Тĕп управленин пресс-службин пуçлăхĕ, шалти служба полковникĕ Ольга Нягина çак конкурсăн географийĕ анлăлансах, МИХсен ĕçченĕсен ăсталăхĕ вара ỹссех пынине палăртрĕ. Унта çамрăксем ытларах та ытларах хутшăннине пĕлтерчĕ.

Конкурса кăçал республика тата район хаçачĕсен, радио тата телекуравăн 20 ытла редакцийĕ хутшăннă. Унта палăрнисене Станислав Антонов тата Светлана Сергеева дипломпа асăнмалăх парне пачĕç. Çĕнтерỹ-çĕсен хушшинче "Авангард" хаçат редакцийĕн обществăпа политика пайĕн редакторĕ А. Егорова (сăн ỹкерчĕкре) та пур. Альбина Николаевна диплома тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика