АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси ăстисемпе _ куçа-куçăн

02 декабря 2016 г.

Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче 200 ытла студент юриста вĕренет. Пĕлỹ илме çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Техникум е аслă шкул хыççăн малалла вĕренес текенсен виçĕ çул занятисене çỹ- ремелле. Алла аттестат илнисем вара 5 çул вĕренеççĕ. Çакă та лайăх. Пĕлĕве ĕçленĕ хушăрах малалла тăсма пулать. Вĕренсе тухнисем районти, республикăри тĕрлĕ учрежденинче ĕçлеççĕ.

Декабрĕн 3-мĕшĕ _ Юрист кунĕ. Пулас специалистсене çак ятпа саламлас тата çак отраслĕн сумлă ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллев-пе университетăн акт залĕнче тĕл пулу йĕркелерĕç. Студентсемпе курнăçма ку хутĕнче прокурор пулăшуçи В. Губарев, шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" муниципаллă пайĕн начальникĕн çумĕ С. Селиванов, аслă шкулта ĕçлекен В. Се- натов юрист килчĕç, калаçăва Н. Живов, В. Александров, Т. Про- хорова тата ытти преподавательсем хутшăнчĕç.

Филиал директорĕ Н. Воскресенская малтанах вĕрентỹ çинче чарăнса тăчĕ. Унтан хăнасем сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Аслă пĕлỹ илни ĕçре кирлĕ пулнине палăртрĕç. Студентсен ыйтăвĕ- сем çине те тулли хуравсем пачĕç вĕсем. Тĕл пулу вĕренес хастарлăха тата ỹстересси куç кĕретех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика