09 декабря 2016 г.
Нумаях пулмасть пĕр çыхăну уйрăмĕнче икĕ ватă калаçнине курма тиврĕ. Пенси илме тата коммуналлă тивĕçтерỹсемпе усă курнишĕн тỹлесех хăварма килнĕ. "Ватăсене пенси килех пырса параççĕ вĕт халь, эсир вара хăвăрах çỹретĕр-ха", тесе кăсăклантăм. "Хамăрăн урасем утнă чухне çỹрер-ха. Тата ял хушшине тухса хыпар-хăнар илтни, ял-йышпа курса калаçни мĕне тăрать. Тавах çав Мускавра ларакан пуçлăхсене çак пенсине панăшăн. Телевизорпа куртăмăр-ха, начарри çинчен каламарĕ", _ терĕç иккĕшĕ те.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ. Кăçал вăл 13-мĕш хут пулчĕ. Ăна эпир те редакци коллективĕпе пĕрле итлерĕмĕр, сутсе яврăмăр. Унта вăл çĕршывăн шалти политикине туллин тишкерсе хак пачĕ. Раççейĕн чи пысăк пуянлăхĕ çын пулнине вăл хальхинче те палăртса каларĕ, этемлĕхе сыхласа хăварасси пĕтĕм политикăн тĕп шухăшĕ пулнине асăнчĕ. Наци йăли-йĕркине тата çемьене аталантарас тесен пĕтĕм вăя хумаллине, демографи программисене тытса пымаллине, экологие лайăхлатмаллине, сывлăх, вĕренỹпе культура çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çакă паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Власть органĕсене халăхшăн ĕçлеме, халăхпа пĕрле пулма, вĕсемпе тỹррĕн, суймасăр калаçма ыйтрĕ. Çавăн пекех Владимир Владимирович социаллă сферăра нумай улшăну пуласса та пĕлтерчĕ. "Çав улшăнусем халăхшăн пулмалла, çынсене пулăшу паччăр...", _ терĕ Раççей Президенчĕ.
Çырура медицина ыйтăвĕсене те чылай хускатрĕ. Медицина çултан-çул аталанса пырсан та татса памалли ыйтусем ку енĕпе сахал маррине те палăртрĕ. Врачсен хут çырса мар, пациентсемпе вăхăта ытларах ирттермелле, кашни больницăна Интернетпа çыхăнтармалла, черетсене пĕтермелле.
Ял хуçалăх ĕçченĕсене уйрăммăн тав туни те килĕшрĕ. Хамăра хамăр тăрантарма çителĕклĕ продукци туса илнине палăртрĕ. "Эпир - шалти ресурссемпе пуян çĕршыв. Пирĕн пур потенциалпа та туллин тата эффективлă усă курмалла.
Эпир кăтартуллă тата пĕлсе ĕçленинче çĕршывăн пуласлăхĕ", _ терĕ В.В. Путин. Пĕтĕмĕшле Çырури йĕркесем малашнехи пурнăçра халăхăн пурнăç условийĕн шайне татах та лайăхлатасси пулчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)