09 декабря 2016 г.
Декабрĕн 6-мĕшĕнче район администрацин Пысăк залĕнче райадминистрацин пай начальникĕсемпе, ял тăрăх тата организаци-предприяти пуçлăхĕсемпе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов анлă лару ирттерчĕ. Унта пилĕк ыйту пăхса тухрĕç. Рудольф Васильевич кĕскен кăна хăш-пĕр хыпарсемпе паллаштарчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхне патшалăхран хушма пулăшу килнĕ, çак укçапа Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне юсама пуçăннă: ăшăтакан системăсене улăштараççĕ, стенасене хитрелетеççĕ, иккĕмĕш хута çĕнĕ сăн кĕртеççĕ... Çавăн пекех вăл Çĕнĕ çул çитиччен вĕçлемелли ĕçсене палăртрĕ. Ун хыççăн сăмах район полицийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен В. Кузнецова сăмах илчĕ.
Çамрăксем _ пирĕн пуласлăх, тетпĕр, апла пулсан вĕсене тĕрĕс воспитани парасси, пурнăç çулне суйласа илме вĕрентесси кашнийĕн тивĕçĕ. Çапли çаплах, анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ кун çинчен тахçанах маннă курăнать. Çавăнпах ĕнтĕ 143-шĕ пирки протокол çырнă, пĕрин ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ачисем эрех-сăра ĕçнишĕн те çывăх çыннисенех явап тытма тивет. Çулталăк пуçланнăранпа пилĕк тĕслĕхе шута илнĕ.
Кукăр алăллисем те çамрăксем хушшинче пур. Полицине çакланнисенчен шăпах вăрланипе лекнисем ытларах. Кунта татах ашшĕ-амăшĕн тимлĕх çитменни сисĕнет. Мĕншĕн-ха ачара ют япалана курсан ăçтан тупнине ыйтмалла мар?
_ Çĕнĕ çул çывхарать, кашни ача парне кĕтет. Пысăк-и, пĕчĕк-и _ уншăн вăл пĕлтерĕшлĕ мар. Атьăр-ха ашшĕ-амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннисен пепкисене те çак уявра савăнăç туса парар _ парнесем хатĕрлер. Вĕсем ку шăпана хăйсем суйласа илмен вĕт, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ял тăрăх, организаци-предприяти ертỹçисене. Унăн сăмахĕпе пурте килĕшрĕç.
Çуртсем, йывăçсем çине тĕрлĕ тĕслĕ çутатакан гирляндăсем çакнăран Патăрьел ялĕ ирлĕ-каçлă юмахри тĕнчене çаврăнать. Урампа утса пынă чухне нумайăшĕ кĕтекен Çĕнĕ çулпа Раштав çывхарни сисĕнет, çавна май чĕрере те хавхалану çуралать. Анчах хăш-пĕр предприяти-организаци тĕлне çитсен уяв сĕмĕн пĕр палли те çук. Теприсем ячĕшĕн çеç хатĕрленнĕ. Мĕншĕн? Шăпах çак ыйтăва хускатрĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Айзатуллов. Çавăн пекех Марат Минсеитович районта хаçат-журнал çырăнасси еплерех пынипе паллаштарчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен 64 проценчĕ кăна çитес çур çул валли районта, республикăра пичетленекен изданисене илсе тăма кăмăл тунă. Организацисемпе предприятисенчен те 27-шĕ çеç почта уйрăмне çитнĕ.
_ Хамăр тăрăхри хыпарсене "Авангарда" çырăнмасан ăçтан пĕлме пулать-ха? Вăл кашни килтех кирлĕ, _ тесе пĕтĕмлетрĕ М. Айзатуллов.
Пушар хуралĕн начальникĕ А. Тукмаков кăçал та, ытти çулти пекех, пурăнмалли çурт-йĕрте вут-çулăм ытларах тухнине пĕлтерчĕ. Унтан вăл Çĕнĕ çулти канмалли кунсенче пушарсен шучĕ нумайланнине, çавна май тимлĕрех пулмаллине каларĕ.
_ Кашни ялтах ăнăçсăр çемьесем пур. Инкек-синкекрен пăрăнас тесен вĕсене çывăхарах пурăнакансене сăнаса тăма хушсан аван пулмалла, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ял тăрăх пуçлăхĕсене.
Декабрĕн 12-мĕшĕ _ Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ. Вăл кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет. Çак кун кашни çын хăйне хумхантаракан ыйтусене район, республика, Раççей шайĕнчи власть органĕсене пама пултараççĕ. Çакăн пирки сăмах пуçарчĕ район администрацин организаципе контроль пайĕн начальникĕн çумĕ С. Торговцев.
Сыснасен африка чуми пирки шăв-шав лăпланнăччĕ çеç, халь татах усал амака Улатăрти "Присурский" заповедникре тупнă. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов районти пасарсенче выльăх-чĕрлĕх тата аш-какай сутма юраманни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)