09 декабря 2016 г.
Интерната вырнаçни пĕр уйăх кăна-ха Витьăпа Викăн. Лайăх пăхаççĕ кунта, хăйсем пек шăпаллă ачасем нумай. Вырăсла калаçнăран пур сăмаха та ăнланса çитереймеççĕ, çапах ыттисем мĕн хăтланнине курса вĕсенчен юлмаççĕ. Кăнтăрла урама выляма тухаççĕ, ытти чухне занятисенче лараççĕ. Воспитательсем çепĕç калаçаççĕ, анчах куçĕсенче сивĕлĕх тапса тăнине тỹрех асăрхарĕç пĕчĕкскерсем. Пурпĕрех килтинчен лайăхрах. Ăшă вырăн, кунне виçĕ-тăватă хутчен вĕри апат çитереçĕ. Çапах та амăшне курас килет Витьăпа Викăн. Ытти ачасен амăшĕ е ашшĕ, тăванĕсем килсе каяççĕ, вĕсем патне никам та килмест.
_ Эсир никама та кирлĕ мар. Аннỹ укçа та ярса памасть,_ ирлĕ-каçлă мăкăртатать çамрăк воспитательница. Ватăраххи вара пĕчĕкскерсене шеллет пулас: _ Çакăн пек чипер, сывлăхлă ачасене те юратман амăшне пĕрре кăна пăхса илесчĕ,_ тет.
Витьăпа Вика тимĕр алăкран куç илмеççĕ. Амăшне куллен кĕтеççĕ. Ашшĕ килейменнине пĕлеççĕ. Ăна пытарнă чухне вĕсем килтехчĕ-ха. Каярахпа çеç, амăшĕ килтен пачах çухалсан, вĕсене çăмăл машинăпа лартсах интерната ăсатрĕç.
_ Ăçта çỹрет-ши анне? Пире кунта илсе килнине те пĕлмест-шим?_ йĕрет Вика. Вăл Витьăран пĕр çул кĕçĕнрех. Пиллĕкре.
_ Ан йĕр, интернатра сана начар-им? Хальлĕхе кунта пурăнар-ха. Кайран, пысăклансан, иксĕмĕр Патăрьел тăрăхнех таврăнатпăр. Хамăрăн пỹрт пулать. Эпĕ арçын, сана хỹтĕ- леме пултаратăп. Атте пек эрех ĕçсе çỹремĕп. Эрехне нумай ĕçсех шăнса вилчĕ. Ỹсĕр мар чухне пире хытă юрататчĕ, теттесем илсе паратчĕ,_ тет Витя йăмăкне çупăрласа.
_ Эпĕ те анне пек пулмастăп, эрех те, сăра та ĕçместĕп,_ пиччĕшне тупа тунăн каларĕ хĕр пĕрчи. Пĕр тăвансем амăшне чунтан кĕтеççĕ.
_ Тен, эпир килте çуккине пĕлсен эрехне тек çăварне хыпмасть анне. Халĕ атте çук, атту вĕсем ытларах иккĕшĕ ĕçетчĕç, юлташĕсем те нумайччĕ, _ килти пурнăçа куç умĕнчен ямаççĕ шăпăрлансем.
_ Кашни кун кĕтетпĕр, вара килетех, _ шанăçа çухатмаççĕ пĕр тăвансем.
...Ĕçкĕçсен çемйинче çуралса ỹснĕ Маня хăй те çав йыша кĕрессе шутламан та. Ашшĕпе амăшĕн ăшшине, хỹттине туйса çитĕнеймерĕ вăл. Хăй пурнăç пилленĕ тĕпренчĕкĕсене те çав шăпа кĕтессе вара тĕлĕкре те тĕлленмерĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухнех тантăшĕсем: "Сан аннỹ каллех ỹсĕр", _ сăмахсене илт-сен Маньăн пит-куçĕ çунса тухатчĕ, вăтанса, намăсланса хăвăртрах килне кĕрсе таратчĕ.
_ Анне, ỹсĕр чухне урама ан тух-ха, ачасем кулаççĕ манран,_ тетчĕ вăл тăтăшах амăшне. Çук, итлемесчĕ амăшĕ, хаярланса кайса кăшкăратчĕ. _ Вĕсенне ĕçместĕп эпĕ, хамăнне...
Шкул пурнăçĕ илĕртмерĕ хĕр ачана. Типтерлĕ кĕпе-йĕм те çукчĕ. Епле те пулсан хырăма тăрантарас, ăшă пỹртре çывăрас килетчĕ унăн. Тăхăр класс пĕтеркелесенех хăйĕнчен аслă арçынпа пурăнма пуçларĕ. Унтан умлă хыçлă ачасем çуратрĕ. Арçын эрехне тĕртсе ямасть, Маня та пурнăçа тарăхса "симĕс çĕленре" çăлăнăç шырарĕ. Ỹсĕр чухне вара çамрăк амăшне ачисем шухăшлаттармарĕç: те тутă вĕсем, те... Укçа ĕçлесе илес тесе мăшăр Тутарстана тухса кайрĕ. Пĕр тăвансем кукамăшĕ патĕнче пурăнчĕç.Вĕсем мĕнле пурăннине сивĕ çанталăкра та çарран, ăшă тумтирсĕр чупакан ачасене куракансем чухлатчĕç ĕнтĕ. Юхăннă кил-çуртра тĕпренчĕксем хытă чирлерĕç, ырханланса типнĕ ачасен пурнăçĕшĕн шурă халатлисен аванах тăрăшма тиврĕ.
Вăйпа ĕçлесе килнĕ укçана çамрăксем вылянсах пĕтеретчĕç. Унтан нумай та вăхăт иртмерĕ Маньăн амăшĕ автансăр яла ăсанчĕ. Халĕ ĕнтĕ ачасене ниçта хăварма та çук. Маня та хăй пек тантăшсем тупса урамра ỹсĕр çỹреме, кỹршĕ-аршăран кăна мар, паллакансенчен те укçа ыйтма пуçларĕ. Ачисене шеллекенсем çăкăрлăх паратчĕç. Анчах çав укçапа тỹрех аптекăна хăватлине илме кайнине курсан укçа пама чарăнчĕç.
Вăхăт шурĕ.Маня эрех ăшне путсах пынине ялта пурте пĕлсе çитрĕç. Кăн-кăвак куçлă та сап-сарă çỹçлĕ çамрăк хĕрарăм наччасрах тискерленсе кайрĕ. 27 çулта тесе ăна никам та калаймĕ. Пичĕ-куçĕ шыçмакланса кайнă, арçын "патакки" лекни те куç кĕрет. Мăшăрĕ шăнса вилсен пушшех урмăшса, аташса кайрĕ пĕччен хĕрарăм. Арçынсемпе çыхланчĕ, килне çĕр каçма та килмерĕ. Кунĕпе выçă ларакан ачасене патшалăх хăйĕн хỹттине илчĕ. Амăшĕн правинчен хăтарсан Маня ачисене алимент тỹлеймерĕ. Уншăн кирпĕч шутлама та тиврĕ. Тĕрмере ларса кăштах тăна кĕчĕ-ши, халĕ ĕç шырать вăл. Тем пекехчĕ ывăлпа хĕрне куç умне кăларса тăратсан...
Т. ДИМИТРИЕВА, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературине
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)