АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕсье телефонĕпе килекен "парне" ют пултăр кашнине

13 декабря 2016 г.

 Ĕçлемесĕр пуяс текенсем çумăр хыççăнхи кăмпасем пекех нумайланса пыраççĕ. Ют укçана хапсăнса мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ-ши тата! Пĕр вăхăтра кĕсье телефонĕсем çине таçтан тупăннă "ывăлпа хĕртен" смс-çырусем килетчĕç. Унта вĕсем хăйсем инкеке лекни, çавна май укçа кирли пирки ыйтса çыратчĕç. Кăшт вăхăтран банк картти юрăхсăра тухни, ăна ĕçлеттерсе яма пин-код ыйтса хыпарсем яма пуçларĕç. Халь тата телефон çине йăнăшпа укçа хуни пирки, ăна каялла тавăрса пама ыйтса шăрçалаççĕ. Чăнах та, ют номер çине 100, 200 тенкĕ ăнсăртран яни пуринпе те пулать, анчах счет çине пĕр пус та кĕмен пулсан мĕншĕн такамшăн çемье бюджетне тăкак кăтартмалла? Республикăри Шалти ĕçсен органĕнчен халь тата урăхларах мошенниксем тупăннине пĕлтерчĕç. Вĕсем уявсем умĕн телефон çине хăйне майлă "парнесем" çитереççĕ иккен. Палламан номерпе смс-па е ммс-па килекен открыткăсене уçнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Шăпах вĕсем урлă вируссем ярса параççĕ. Вăл вара телефонпа çыхăннă перекет карттисенчи укçана та ним юлми илсе кайма пултарать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика