13 декабря 2016 г.
Строительсен хĕлле те пушă тăма вăхăт çук. Хальхи вăхăтра вĕсем нумай функциллĕ центрта тата Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче вăй хураççĕ. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çак объектсене çитсе курнă.
Нумай функциллĕ центр хальхи вăхăтра район администрацин çуртĕнче выр- наçнă. Унта пилĕк "чỹрече" ĕçлет. Центра килекенсен шучĕ нумайланнăран тата правило ыйтинине шута хурса Çĕнĕ çултан унăн хăйĕн ятарлă çурчĕ пулать. Халăх ыйтăвĕсене харăсах 9 "чỹрече" тивĕçтерме пуçлать.
Строительство ĕçĕсене "Строймир" пĕрлешỹ пурнăçлать. Вĕсем пỹлĕмсене реконструкцилеççĕ, çавăн пекех фасада çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Малашне сывлăхран хавшак çынсене те кĕрсе тухма чăрмавсем пулмĕç. Центра юсама район тата республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă.
Культурăпа кану цен- трĕнче те хĕрỹ ĕç пырать. Ăшăтакан системăна улăштарма 1 млн та 293 пин тенкĕ, стенасене хитрелетме 1 млн та 641 пин тенкĕ район бюджетĕнчен панă. "Волгоремстрой" тата "Стройкомфорт" пĕрлешỹсенче тăрăшакансем халь çанă тавăрсах вăй хураççĕ.
Р. Селиванов строительсем хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртнă, çавăн пекех ĕçе пахалăхлă тума суннă.
Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче нумай функциллĕ центртан 18101 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен 6793-шĕ консультаци, 11308-шĕ тĕрлĕ тивĕçтерỹ илнĕ. НФЦ урлă муниципаллă 54 тата патшалăхăн 108 тивĕçтерĕвĕсене ыйтма май пур.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)