АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллисене усманран ĕçĕ пырать

13 декабря 2016 г.

Аллисене усманран ĕçĕ пырать Пирĕн районта 13 пине яхăн пенсионер шутланса тăрать. Пурте тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем вĕсем. Ват çын тăватă çын тенĕ евĕр, чылайăшĕнче вăй тапса тăрать. Мĕнле пурăнаççĕ-ха аслă çулхи çынсем? Çак тата ытти ыйтусен хуравне Раççейри пенсионерсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕнчен Т. Поляковăран илтес терĕмĕр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр. Сăмах май, çакна та палăртмалла. Татьяна Александровнан ĕç стажĕ 45 çул. Вăл шутран 4 теçетке çулне район администрацийĕн финанс пайĕнче ирттернĕ. 24 çул ертсе пынă. Вăл "Раççей финанс ĕçĕн отличникĕ", "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" ятсене тивĕçнĕ.

_ Ватăлнă тесе аллисене усманнисем йышлă. Ялсенче пурăнакансем пахчара мĕн тĕрлĕ çеç çимĕç çитĕнтермеççĕ-тĕр. Сывлăхран çирĕпписем выльăх-чĕр-лĕх усраççĕ тата ытти те. Куллен халăх хушшинче пулма хăнăхнăскерсем ĕç вырăнĕсене çитсе ăслă та ырă шухăшсем пама та ỹркенмеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем культура тата спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ А. Шакин ертсе пыракан ветерансен хорне çеç илер. Ăçта çеç çитсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтармарĕç юрăçсем.

Районти централизациленĕ библиотекăри "Савăнăç" ("Радость") клуба çỹрекенсене те мухтамалла. Мĕн тĕрлĕ мероприяти çеç йĕркелемеççĕ. Çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухнă _ вуласа тухса сỹтсе яваççĕ. Пĕри- пĕри çĕнĕ алă ĕçĕ тума вĕреннĕ, ыттисене кăтартса савăнтарать. Аслă çулхи çынсен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ выставкăсене миçе çын пырса курмасть-ши? Л. Егорова, С. Кудрявцева, Г. Маркиданова пултарулăхĕнчен тĕлĕнмелĕх пурах.

Аннесен кунĕ иртни те инçех мар. Ялсенчи культура çурчĕсенче йĕркеленĕ конкурссене хастар хутшăнакансем те пулчĕç.

Аслă çулхи çынсем районти "Çăкăр" музей çулне такăрлатма пикенни те кăмăллă. Пĕр мероприятине çеç палăртса хăварам, вырăнти ял тăрăхĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен тĕл пулăвĕ йĕркеленĕччĕ унта.

_ Алă усса ларман аслă çулхи çынсем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Хастаррисене уйрăмрах палăртма май çук-ши?

_ Турханта скандинави уттине кăмăллакансен ушкăнĕ пур. Вăрманхĕрри Шăхальпе (ертсе пыраканĕ С. Фролова) Нăрваш Шăхалĕнче (В. Бородкин) тата Çĕньялта (В. Антонов) юрлама юратакансем фольклор ушкăнĕсемпе ансамбльсем йĕркеленĕ.

Библиотекăсене хаçат-журнал вулама çỹреççĕ. Шашка-шахмат вăййисене явăçаççĕ аслă çулхисем. Çакă та çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ-çке.

_ Вырăнти пенсионерсен канашĕ ытти организацисемпе çыхăнура ĕçлет-тĕр?

_ Паллах. Район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, пенси фончĕн районти уйрăмĕпе, хĕрарăмсен канашĕпе тачă çыхăннă, чунĕпе çамрăк аслă çулхисем. Вĕсен пушă вăхăт çителĕклех, именчĕклĕхĕ çеç чăрмантарать. Сăпайлă, ытла та сăпайлисем пур.

_ Ялсенче пĕччен пурăнакан ватăсем сахал мар. Кашнийĕн патне тимлĕх çитересчĕ те...

_ Çак ыйту пăшăрхантарать те пире. Никам та манăçа ан тухтăр. Иртнĕ ĕмĕрте тимуровецсем пурччĕ. Халĕ _ волонтерсем. Кỹршĕ-аршăра пурăнакансен тимлĕхĕ те кирлĕ. Пулăшу кĕтекене асăрхама пĕлмелле.

_ Ватă çынна итлес, çамрăк- кине вĕрентес пулать, теççĕ.

_ Çамрăксене аслă ăрурисен ырă тĕслĕхĕпе воспитани парас тесен тĕл пулусене, çавра сĕтел хушшинчи калаçусене, "Чун-чĕререн" мероприятисене чĕнсен аванрах пулĕ тетĕп. Ватă çын вакларах калаçать пулин те ăс пама хирĕçлеместех.

_ Тавтапуç калаçушăн. Ват çынпа калаçни _ ăс пухни

Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Кĕçĕн кине _ кисĕп, ватă çынна _ хисеп.

(Ваттисен сăмахĕсем).

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика