13 декабря 2016 г.
Çак ыйту 2017 çулта вун пĕрмĕш тата тăххăрмĕш классенчен вĕренсе тухакан кашни каччăпа хĕре шухăшлаттарать. Кăмăла каякан профессисем нумай, анчах диплом илсен ĕçĕ кирлĕ. Çавăнпа та малашлăх çинчен пуçа ватсах шутлама тивет. Ачасен ашшĕ- амăшне те канăçсăрлантарать çакă. Вĕрентекенсем те пĕр шухăшсăр пурăнмаççĕ.
"Вĕрентỹ системинче никĕс-лĕх принципĕ çирĕп тăмалла. Кашни ача наукăра та, творчествăра та, спортра та, профессире те, пурнăçра та вырăн тупма пултартăр. Унăн таланчĕсене палăртасси _ пирĕн пĕрлехи ĕç. Çакăнтан Раççей çитĕнĕвĕ килет те", тесе палăртрĕ Раççей Президенчĕ В. Путин Федераци Пухăвне янă Çырура.
Ачасене тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшас тĕллевпех акă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул базинче республикăри аслă пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсен (И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, ял хуçалăх академийĕн, Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти институчĕн (филиал), Шупашкарти кооператив институчĕн) представителĕсемпе районти шкулсенчен вун пĕрмĕш классенчен вĕренсе тухакансен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Ăна уçнă май район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов каччăсемпе хĕрсене умма лартнă тĕллевĕ- сене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ. Районти вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова çак шухăша малалла тăсса ырă сĕнỹсем пачĕ.
Аслă вĕренỹ заведенийĕсен презентацийĕсене пăхма кăмăллă пулчĕ. Вĕсен представителĕсем сăмах илсе чуна çывăх калаçу пуçарчĕç. Студентсен тулли пурнăçне сăнлакан кĕске метражлă фильмсем курни те ăшă туйăмсем çуратрĕ. Шкул ачисем буклетсемпе вĕренỹ учрежденийĕсене сăнлакан хаçатсемлĕ пулчĕç. Вĕсене вĕренме кĕмелли условисемпе тĕплĕн паллашни, алла диплом илсен ăçта ĕçе вырнаçма май пулнине пĕлни кăмăллă. Ял хуçалăх академийĕ тăван киле таврăнма май паракан специалистсене хатĕрлет. Фермер хуçалăхĕ йĕркелекенсене агрономĕ, зоотехникĕ, экономисчĕ, ветеринари врачĕ, инженер-механикĕ те кирлех.
Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьел филиалĕн директорĕ Н. Воскресенская интеллектуаллă конкурс çĕнтерỹçисене дипломсем парса чысларĕ. Аслă пĕлĕве вырăнтах илме май пуррине палăртрĕ.
Юлашкинчен Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти институчĕн представителĕсем вĕренекенсене конкурссене явăçтарса призсемпе хавхалантарчĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)