13 декабря 2016 г.
Ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спортшкулĕн воспитанникĕсем йывăр атлетикăра та çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Вĕсем республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ. Акă, Нăрваш Шăхалĕнчи СССР спорт мастерĕ А. Давыдовран пирвайхи хăнăхусене илнĕ А. Адикин Владимир хулинче ирттернĕ ăмăртуран ылтăн медальпе таврăнчĕ. Вăл 19 çулчченхисемпе 62 килограмлă виçерисемпе ăмăртрĕ. Пĕрлех "Раççей спорт мастерĕ" ята та тивĕçрĕ.
Çак ăмăртусенчех Н. Шаймановапа С. Пахомов та республика чысне хỹтĕлессишĕн тупăшрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)