АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок _ пирĕн районта

13 декабря 2016 г.

 Елчĕкри физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче вырăнти тата Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи, Тутар Республикинчи Пăвари шывра ишекен спортсменсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсене 150 çын ытла хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне хỹтĕленĕ К. Гаврилова, К. Воробьев, П. Хураськина, Н. Перепелкин хăйсен ỹсĕм ша- йĕнчи дистанцисенче ăмăртса çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. М. Кудрявцевпа Н. Мазяков иккĕмĕш, А. Альгизов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ачасене ăмăртусене В. Карягин ФСК тренерĕ хатĕрлерĕ.

Çак тупăшусенчех В. Платонов тренер-преподавателĕн ĕçĕ те курăмлă пулчĕ. Е. Краснова, А. Путяков, А. Иванова, О. Краснова иккĕмĕш, К. Фролова, А. Курякова, Д. Маллин, А. Грачев виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Район команди ыттисене кая хăварса кубок çĕнсе илчĕ. Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ кỹршĕ района ăмăртусене кайма тата унта хутшăнса çитĕнỹсем тума пултарнинче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул администрацийĕпе "Батыревский" пĕрлешỹ директорĕ П. Ялуков пулăшăвне туйрĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика