13 декабря 2016 г.
А. Клементьев тренер воспитанникĕсем те Шупашкарти уçă турнирта ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухса савăнтарчĕç. Н. Шайдуков 100 килограмлă виçерисемпе ăмăртса _ пĕрремĕш, В. Хромов (85 кг) виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.
М. Зейнетдинов тренер паракан кĕрешỹ ăсталăхне А. Реймов ăша тимлĕ хывса пырать. Вăл иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Комсомольски районĕнче иртнĕ йывăр атлетсен тупăшăвĕнче 54 килограмлă виçепе М. Молочников виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)