АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра пиçĕхеççĕ ачасем

16 декабря 2016 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта "Эпир _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Классем хушшинче шывра ишессипе, футболла, пионерболла, баскетболла выляса ăмăртусем пулчĕç. Уйрăмах саккăрмĕшсем кăтартуллă вылярĕç. Мини футболла 8 а-сем тапăнса выляс ăсталăхпа палăрчĕç. Вăйă 4:1 шутпа вĕçленчĕ. Кунта М. Журавлев, А. Торговцев, А. Петров ăсталăхне уйрăммăн палăртмалла.

Шывпа туслă пулнине 8 б класс кăтартса пачĕ. Уйрăмах Н. Мазяков, А. Митин, С. Савдерова, В. Егорова, В. Кулюков, М. Журавлев, С. Кальметов, А. Торговцев, А. Пизенева хастар пулчĕç. 25, 50, 100 метрлă дистанцисене ишни килĕшрĕ. Вĕсенче малти вырăнсене С. Кальметова, Т. Елистратова, Н. Петров, П. Дружинин, С. Силюков, В. Ялуков, Н. Мидаков тата ыттисем те тухма пултарчĕç.

"Паттăр" спорткомплекса ачасем кăмăлласа çỹрени туйăнать. Ытти секци-кружок та илĕртет вĕсене.

Баскетбол вăййи те çивĕч иртрĕ. Каллех 8 б-сем çĕнтерчĕç. М. Викторов, В. Куликов тата ыттисем матурсем пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Акци малалла пырать.

В. АНТИПОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика