16 декабря 2016 г.
Тольяттинче кĕрешỹçĕсен Раççейри чемпионачĕ иртрĕ. Унта 33 команда ăмăртрĕ. Тупăшусене 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Чăваш Республики чысне пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди хỹтĕлерĕ. Чемпионата спортсменсене ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спортшкулĕн тренер-преподавателĕ Э. Мтиев хатĕрлерĕ.
Ăмăртусенче хăйсен виçе категорийĕсенче Шăнкăртамри М. Купкенов, Р. Садаров тата Р. Кардонов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Чăваш Республикинчи "Корэш" федераци кĕрешĕвĕн президентне Фарид Чабатова спортăн çак енĕпе палăрмаллах çитĕнỹсем тунăшăн "Федерация корэш России" обществăлла организацин ылтăн паллине парса чыс тунă. Тренер вара кĕмĕл палла тивĕçнĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)