АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПК ВЕТЕРАНĕСЕМ ПАЯН ТА ХАСТАР

16 декабря 2016 г.

 Декабрĕн 13-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Бизнес-инкубаторăн" конференци залĕнче республикăри агропромышленность комплекс ветеранĕсен районти союзĕн членĕсем пухăнчĕç.

Мероприяти савăнăçлă самантран, "Корма" агрофирмăна чылай çул ертсе пыракан И. Владимирова хăйсен йышне илнинчен, пуçланчĕ. Союз председателĕ М. Хафизов Иван Владимировича çакна ĕнентерекен удостове- рени (ỹкерчĕкре) пачĕ. Кун хыççăн районти социаллă хỹт-лĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Л. Базманкина кĕскен пенсие кайнисене тивĕçекен çăмăллăхсем пирки ăнлантарчĕ.

Районта 4199 ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин 85 ветеранĕ тата стаж пухса ветеран ятне илнĕ 1748 çын пурăнать. Сумлă ята тивĕçнисене телефонпа усă курнăшăн тỹлекен укçан пĕр пайне каялла тавăрса парса саплаштараççĕ.

2014 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев кăларнă Хушупа килĕшỹллĕн "Ĕç ветеранĕ" ята халь арçынсем 42,6 çул, хĕрарăмсем 37,6 çул стаж пухнă хыççăн илееççĕ, анчах вĕсен республикăра 21,9 тата 18,9 çул таран ĕçлемелле.

Л. Базманкина каланине итлесе пĕтернĕ хыççăн ыйтусем пачĕç. Н. Селиванов союз членĕ Людмила Витальевнăран социаллă хỹтлĕх пайне килекенсенчен ытларахăшне мĕн хумхантарнипе кăсăкланчĕ. Çавăн пекех вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем больницăсенче черет кĕтсе ларнине (кашни тухтăрăн алăкĕ çине вĕсене чи малтан йышăнмалли пирки çырса хунă пулсан та), çакна хирĕç тивĕçлĕ йышăнусем тумаллине пĕлтерчĕ. Специалист учительсене газпа тата çутăпа усă курнăшăн тивекен укçана каялла тавăрса парасси сахалланнă хыççăн социаллă хỹтлĕх пайне килекенсем нумайланнине, вăрçă ветеранĕ- сен черечĕ пирки кирлĕ çĕре çитерессине каларĕ тата ытти ыйтусене те хуравларĕ.

Район çитес çул 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. АПК ветеранĕсен союзĕн членĕсем кун пирки те сăмах пуçарчĕç. Т. Шакуров Патăрьел тăрăхĕнчи хăш организаци-предприяти миçемĕш çулта йĕркеленни çинчен каласа пачĕ.

Канашлура тăватă çынна АПК ветеранĕсен союзĕн членне илчĕç, çĕр, пурлăх ыйтăвĕсене хускатрĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика