16 декабря 2016 г.
Хĕл çитнĕ май юр тăрăх çỹрекен техника унталла та кунталла хутла пуçларĕ. Ытларах вĕсемпе сунара тата пулă тытма çỹреме юратакансем ярăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕнче юр тăрăх çỹрекен 11 транспорта тата виçĕ квадрацикла шута илнĕ. Çул çинче инкек-синкек курас мар тесен вĕсене те вăхăтран-вăхăта техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Çывăх кунсенчех республикăра, çавăн пекех районта та "Снегоход" профилактика операцийĕ пуçланать. Çак вăхăтра мототранспорта хатĕррисен ретне тăратманнисене тытсассăн пуçран шăлса тăмĕç, тивĕçлĕ явап тыттарĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)