23 декабря 2016 г.
2016 çулхи кĕрхи призыв вĕçленсе пырать. ЧР çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пайĕн начальникĕ Е. Семенов çул пилĕ панине пĕр хутчен çеç мар илтме тỹр килнĕ.Килтен уйрăлса тухса каякан каччăсене вăл шухăша ярать. Çавăнпа вĕсем çăвара шыв сыпнăн итлесе тăраççĕ. Ашшĕ-амăшне талăкăн кирек хăш самантĕнче те ывăлĕн кĕске хыпарĕ те пулин кирлине калать Евгений Степанович. Халĕ ăна çитерме йывăр мар. Кашнийĕн аллинче кĕсье телефонĕ пур. Çак кунсенче пирĕн алла пĕр салтакăн хăш-пĕр çырăвĕ çакланчĕ.
"Сиртен çыру илтĕм. Кăмăллă. Питех те кĕтнĕччĕ ăна. Никам никама та кỹрентермест салтакра. Вăй-халĕ кашнийĕн пур. Пурăнмашкăн вара эсир мана тивĕçлипех ăс панă.
Канашри пунктран çар чаçĕ тăракан хулана поездпа çĕрле çитрĕмĕр. Тĕксĕм. Хура капмар пĕлĕтсем татăлса анассăн туйăнаççĕ. Йĕпхỹ пĕрĕхет. Кĕр инçе пулин те çан-çурăма çỹçентерекен сулхăн çанталăк.
Часть илемлĕ çĕре вырнаçнă. Йĕри-тавра уй-хир. Симĕс курăк тата йывăçсем ешереççĕ.
"Батарея, отбой!", "Батарея, подъем!" тенинчен хам салтакра пулнине туя пуçларăм.
Кунсем интереслĕ иртеççĕ. Вĕренỹ, хăнăху...
Тупа тунă хыççăн хама чăн-чăн çĕршыв хỹтĕлевçи пек туйрăм. "Пирĕнсĕр пуçне, никам та" чĕнỹпе пурăнатпăр десантниксем..."
"Ман ялан сире ырлăх, сывлăх, телей сунас килет. Тепĕр енчен пăхсан пирĕн пурте пур. Сывă, телейлĕ. Яланах çак çемье ăшшипе киленмелле пултăр. Тепĕр Çĕнĕ çула киле таврăнатăп. Уява пĕр сĕтел хушшинче кĕтсе илĕпĕр. Унччен вара пĕр-пĕрне ырă хыпарсемпе савăнтарса тăрар. Яланах куç умĕнче тытас килет çывăх çынсене. Ирхине кунта пĕр хĕрарăм санчаçе утать. Анне сан пекех туйăнать. Тунсăхланипе çапла пуль ĕнтĕ. Эсĕ те ĕçе кайма тухнă ĕнтĕ çак вăхăтра, тетĕп ăшăмра. Кăштахран арçынсем курăнаççĕ. Ак халĕ атте васкаса утать ĕнтĕ тетĕп. Куç умĕнчи çак сăнарсем киле илсе çитереççĕ...
Асăмран тухмаç ялти каçсем
Аттестатпа диплом илнисем.
Кил умĕнче тăнăн туйăнать,
Салтак юрри хăлхара янрать..."
"Сывă-и, чунтан юратнă çемье. Пĕлетĕп, манран çыру кĕтетĕр. Служба интереслĕ иртет. Кăштах çырса пĕлтерем эппин. Канмалли кунсенче спорт мероприятийĕсем пулаççĕ. Кам футболла, волейболла вылять. Чупакан та, алă вăйĕпе тăлппăва çĕклессипе хăнăхакан та пур. Эпир, 12 салтак, пĕр ушкăн пуçтарăнса вăрăм дистанцине чупатпăр. Çакă пире савăнăç çеç кỹрет. Старшина пур. Йĕрке тытаканскер. Çапла кирлĕ те. Виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн урăх çĕре куçараççĕ. Кама ăçта. Майор чăвашсен кăмăлне хăвармастăп тет. Салтакри пирĕн дисциплинăпа кăмăллă вăл".
"...Артиллери подразделени вĕренĕвĕсем иртрĕç. "Тăшмансене" хирĕç тăрса, хамăр вăя, парăнманнине кăтартса танксене атакăларăмăр. Панă задачăна 5-лĕх пурнăçларăмăр. Вырăнĕ вара сăртлах мар, вăрмансем те çывăхра çук. Ирех тревогăпа тăтăмăр. "Тăшмансем" пирĕн çине "тапăнса" килеççĕ, терĕç. Хамăр тимĕр "лашасем" çине вырнаçса сăртарах улăхса тĕтреллĕ вырăн суйласа илсе хирĕç тăракана тĕп тума позици йышăнтăмăр.
Тавралăх питĕ хитре, йĕри- тавра _ шурă юр. Чăрăшсем илĕртеççĕ. Чăн-чăн кино çинчи пекех вара. Тепĕр вăхăтрах координатсем илсе "тăшман" вырнаçнă вырăна "пеме" пуçларăмăр. Тĕп тунă хыççăн апатлантăмăр. Сăмахпа каласа пама пĕлмелле мар интереслĕ. Енчен те çие çар тумĕ тăхăнман пулсан çакна ăçта кураттăмччĕ-ха? Уншăн эпĕ савăнатăп.
Пурте çывăрма таврăнтăмăр. Палаткăра ăшă. Çумринче _ мунча. Виççĕмĕшĕнче _ каптерка. Кунти пурнăçпа маларах атте паллаштарнисем асра. Юмах итленĕ пекех туйăнатчĕ. Халĕ пурте чăна килсе пыраççĕ".
Камăн вулас килмĕ çакнашкал çырусене. Çавăнпа пай начальникĕ Е. Семенов килсене хыпар яма сĕнет. Ун пек чухне служба та сисĕнмесĕр иртет, тет.
Çамрăк хăй те салтака кайнишĕн ỹкĕнмест. Çар ретне тăма хатĕрленекенсене те кашни сывлăхлă каччă Конституци тивĕçне пурнăçлама яваплине систерме тăрăшать.
Мĕн чухлĕ çыннăн ырми-канми ĕçĕ çакăнта. Чăн-чăн çĕршыв хỹтĕлевçи пăхса ỹстернипе савăнмалла. Салтакран килсе çар тумне хывнисем вырăнне урăххисем тăраççĕ. Кирек хăш сывлăхлă çын та вăхăтĕнче эпĕ çавăнта службăра пулнăччĕ тесе каламалла пултăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)