23 декабря 2016 г.
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Хĕл Мучи ячĕпе çырнă çырăва вуласан пуçра тỹрех пĕр шухăш çуралчĕ. Чăнах та, асамçă старикрен тархасласа ыйтсан вăл инкеке, хуйха-суйха пĕчĕклетме, савăнăçа пайлама та пулăшĕ? Çут тĕнчере шанăç текенни юлашкинчен çеç вилет теççĕ-çке...
"Юратнă Хĕл Мучи! Мана санран пылак канихвет те, тутлă пĕремĕк те, ытти астармăш япаласем те кирлĕ мар. Вĕсемсĕр те пурăнатăп. Манăн аттепе аннене çеç тĕрĕс çул çине тăма пулăш. Çĕр çинчи чи çывăх çынсем эрех-сăра серепинчен хăтăлса тухайманнишĕн питĕ пăшăрханатăп. Тĕрĕссипе, ялта çак темăпа сирĕн пата çыру çырас тĕллевпе алла ручка тытма хатĕррисем чылай: пĕр кỹршĕре ашшĕ пĕр урăлаймасăр эрех ĕçет, тепринче амăшĕ тăтăшах хĕрĕнкĕ çỹрет, çул урлă пурăнакан тантăшăмăн та ашшĕпе амăшĕ хаяр та усал шĕвек серепине çакланса леш тĕнчене ир кайрĕç. Халĕ вăл кукамăшĕпе кăна пурăнать. Пире, çитĕнекен çамрăксене, çакă питĕ намăс... Хисеплĕ Мучийĕм! Çитес çул пирĕн чăваш çĕршывĕнче Аннепе Атте çулталăкĕ пулнине шута илсе кашни çемьене вĕсен ăшшине парнелесем, ăна туйма пулăшсам. Çĕр çинче çакăнтан пахи, лайăххи пур-ши?".
Редакцирен: район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна пирĕн тăрăхра 48 ăнăçсăр çемье шутра. Вĕсен аллинче _ 102 ача шăпи. Шел пулин те, хура списока çакланнă чылай ашшĕпе амăшĕ çул çитмен ачисене кирлĕ пек воспитани памаççĕ, çырура асăннă пекех ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)