23 декабря 2016 г.
Ĕнер, декабрĕн 22-мĕшĕнче, районти централизациленĕ библиотека ситеминче, "Чăваш Рес- публикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнисен черетлĕ ушкăнне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи, районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Наталия Никитина саламларĕç, Ĕç çынни çулталăкне пĕтĕмлетсе тав сăмахне тивĕçнĕ 13 ветерана удостоверенисем парса чыс турĕç.
Сăмах май каласан, 2016 çулта çакăн пек чыслă лару-тăрура ра- йонти тĕрлĕ сферăра ĕçлекен 1968 хастара маларах асăннă хисеплĕ ята илнĕ ятпа саламланă.
_ Пирĕн тăрăхри çамрăксен малашлăхра камран тĕслĕх илсе ĕçлемелли пур. Патăрьелсем яланах ĕç паттăрĕсем хушшинче пулнă. Шанас килет, эпир хамăрăн ят-сума, ĕçре çĕнсе илнĕ чыса яланах çỹлте тытăпăр,_ çапла сăмахсемпе саламларĕ район администраци пуçлăхĕ Рудольф Васильевич хăйсен тăрăшулăхĕпе, ырми-канми ĕçĕпе çĕнсе илнĕ хĕрлĕ хуплашкаллă удостоверенине тивĕçнĕ ветерансене. Район ертỹçи малалла ветерансене районăн кăçалхи социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Кĕскен каласан, 2016 çул _ Патăрьелсемшĕн умма лартнă тĕллевсене пурнăçланипе палăрса юлĕ. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов та хăйĕн сăмахне çак шухăшпах вĕçлерĕ.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)