АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ витĕмлĕ

23 декабря 2016 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ТАСС агентствине панă интервьюра бизнеса аталантарассишĕн паракан çăмăллăхсем пирки те хускатрĕ. Пирĕн район çыннисем те вĕсемпе усă кураççĕ. Акă, фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта 2012-2015 çулсенче 28ăн илнĕ. Кăçал патшалăх пулăшăвне пиллĕкĕн тивĕçнĕ. Шăнкăртамри Р. Бикчурина 120 ĕне-выльăх вырнаçакан фермăна хăпартма 5 млн тенке яхăн панă. Ноябрь уйăхĕнче çĕнĕ хуралтă хута кайрĕ. Ыхра Çырминчи Э. Зейнетдинов та грантпа усă курса вите турĕ.

Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 921 индивидуаллă предпринимателе, 183 фермер хуçалăхне, 25 ял хуçалăх предприятине шута илнĕ. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх çуллен вăй илсе пынăран ĕç вырăнĕсем те хушăнаççĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика