23 декабря 2016 г.
Кино фончĕ пĕчĕк тата вăтам хуласенчи кинотеатрсен "виççĕмĕш юхăм" конкурс итогĕсене тунă. Ку тапхăрĕнче патшалăх субсидине кинозалсене модернизацилеме 500 пине яхăн çын пурăнакан ялсем тивĕçнĕ.
Финанс пулăшăвĕ Раççей Федерацийĕнчи 127 ялти 139 кинозала çитĕ. Вĕсем 46 регионта вырнаçнă. Вăл шутра Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системи те пур. Маларахри конкурс евĕрех кашни кинозала тавăрса памалла мар 5 миллион тенкĕ таранччен укçапа тивĕçтереççĕ. Ун чухне вара фильмсем кăтартма пулатех.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)