АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ ĕçлесен сумĕ те пулать

23 декабря 2016 г.

Декабрĕн 22-мĕшĕ _ Раççей Пенси фондне йĕркеленĕ кун. Иртнĕ çул вăл хăйĕн чĕрĕк ĕмĕрне паллă турĕ. Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕ тивĕçлĕ канăва тухнисен, социаллă çăмăллăх илекенсен, пенси хучĕ- сене хатĕрлекенсен, страховательсен тата ыттисен ыйтăвĕсене туллин татса пама тăрăшать. Çынпа тỹрремĕнех хутшăнса ĕçлекен организаци пулнăран клиентсен ыйтăвĕсене мала хурать. Унăн ертỹçи пулса 2001 çултанпа Г. Синеева (сăн ỹкерчĕкре) ĕçлет. Е. Угасева, А. Клементьева, О. Илеменова, И. Колосова, С. Федорова, А. Саламатова, К. Хасянов, И. Кузнецова та пысăк опытлă. Штатра 54 çын. Иртнĕ çул йыш тата та пысăкланчĕ. Тухăçлă ĕçлемешкĕн Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи пенси фончĕн уйрăмĕсене Патăрьелсеннипе пĕрлештерчĕç. Паянхи технологи бази ку чухнехи требованисене туллин пурнăçлама май парать. Оптимизаци клиентсене тивĕçтерекен пулăшу пахалăхне, информаци тытăмĕсен ĕçĕн шанчăклăхне ỹстерме пулăшать. Страховательсемпе тата граждансемпе электронлă çыхăнупа та ĕçлеме майсем пур. Клиентсем пенси фончĕн сайтĕнчи "Кабинет страхователя" тата "Кабинет застрахованного лица" сервиссемпе усă кураççĕ.

Граждансен ыйтăвĕсене туллин татса пама тăрăшаççĕ пенси фончĕн уйрăмĕнче. Кăçал 18 пин ытла ыйту пулнă. Вĕсене район центрĕнчи уйрăмра çеç йышăнмаççĕ. Специалистсем ял тăрăхĕсенчи консультаци пункчĕсене те тухса çỹреççĕ. Канашри куçса çỹрекен клиентсен служби (вăл Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче пурăнакансем патне çитет) кварталта икĕ хутчен аякри ялсене тухать. Юлашкинчен унăн ĕçченĕсем Кĕçĕн Чемен, Шăхач, Татмăш ялĕсенче пулнăччĕ. Чылайăшĕнче специалистсем ватлăх укçине çамрăкранах пухма тытăнмаллине ăнлантараççĕ. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă тапхăрта çамрăк вăй-хал ĕмĕрĕпех тапса тăрассăн туйăнать. Анчах сисмесĕрех тăнлава кĕмĕл тĕс çапать, ватлăх алăкран шаккать. Тивĕçлĕ кану ỹсĕмĕнчи пурнăç пахалăхĕ çын вăйпитти тапхăра мĕнле ирттернипе тỹрремĕнех çыхăннă. Аслă ăру çыннисемпе танлаштарсан паян, ХХI ĕмĕрте, йĕркеленмелли пенси правилисем çĕнелсе улшăннă: обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче патшалăх тỹлекен укçа ватлăхри пуриншĕн те пĕрешкел пособи шутланмасть. Çамрăксем ĕçе кỹлĕннĕ малтанхи кунран пуçласах пулас пенси виçине витĕм кỹме пултараççĕ. Çавна май ăна ỹстермелли майсене малтанах ăса хывмалла.

Ку енĕпе вĕсене Пенси фончĕ уçнă электронлă сервис та пулăшать. Тĕслĕхрен, "Пенси калькуляторне" шалу виçипе, стажпа, миçе ачана пурнăç парнеленипе, хĕсметре пулнипе тата ыттипе çыхăннă кăтартăва кĕртсе пенси модельне тума май килет. Вăй хума тытăннă çыннăн çуллен миçе балл пухмаллине, стажа миçе çула çитермеллине пĕлмелле, кун пирки сайтăн "Гражданинăн харпăр-хăй кабинетĕнче" тĕплĕн ăнлантарса панă та.

Çамрăксен "Гражданинăн харпăр-хăй кабинетне" кĕмешкĕн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленсе унта учета тăнине уполномоченнăй организацирен пĕринче пĕр хут кăна çирĕплеттермелле.

Çĕнĕ формулăпа ватлăхри страховани пенсиллĕ пулмашкăн хальхи вăхăтра сахалтан та 9 балл пухмалла тата стажа 7 çула çитермелле. 2025 çулта тивĕçлĕ канăва тухмашкăн 15 çулпа танлашакан стаж тата пенси балĕ 30тан кая мар пулмалла. Енчен те çак хисепе тивĕçмесен пенсие тухма палăртнă вăхăтран ытларах ĕçлеме тивет. Унсăрăн çын страхлав пенсине илеймест.

Пенси фончĕн республикăри управленийĕ çĕнĕлĕхсене халăх патне çитерес ĕçе тирпейлĕ туса пыма тăрăшать. Вăхăтран-вăхăта видеоконференцисем ирттерет. Вĕсене хутшăннă май Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ĕçĕ вырăнта йĕркеллĕ пурнăçланса пынине те илтме пулать. Çакна коллектив 2011 тата 2014 çулсенче "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи пенси фончĕн чи лайăх уйрăмĕ" ятсене тивĕçни тепĕр хут çирĕплетет. Хисеп грамотисемпе дипломсем те чылай. Апла пулсан малашнехи ĕçре те çитĕнỹсем пулччăрах вĕсен.

Цифрăсемпе фактсем

. Пирĕн районта 12137 пенсионер пурăнать. Вĕсенчен 10028-шĕ ватăлăхпа, 606-шĕ сусăрланнипе, 407-шĕ пăхса усракана çухатнипе пенси илсе тăраççĕ.

..Паянхи куна вăтам пенси 9862 тенкĕпе танлашать. Çулталăк пуçланнăранпа вăл 308 тенкĕ ỹснĕ. Çакă пурăнмалли пĕчĕк виçерен 1,4 хут пысăкрах.

..Социаллă пенси вăтамран 8191 тенкĕпе танлашать. Вăл 341 тенкĕ ỹсрĕ.

..Пенси фончĕн районти уйрăмĕ ача амăшĕн капиталĕн сертификатне парассипе те ĕçлет. Ку енĕпе 163 ыйту кĕнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика