23 декабря 2016 г.
тесе такмак калаççĕ чăвашсем. Анчах та çакăн пек такмаксем каласа савăннине юлашки вăхăтра сайра илтме пулать. Ара, халь пысăк ĕçкĕ-çикĕсене пĕр-пĕр кафере е ресторанра ирттересси йăлана кĕчĕ те такмаксем те пăчланчĕç. Унта вара тамада хăнасене эх, астарать те астарать! Калăн туй мар, цирк тейĕн!
Астăватăп-ха, 70-мĕш çулсенче туй, çĕнĕ хăтана ялта килтен-киле çуретчĕç. Урамра юрă-ташă кĕвви янăратчĕ, пỹртре такмак каласа, ура хуçса ташлатчĕç. Эпир, шĕвĕрккесем, çакна кăмака тăрринчен пăхса савăнаттăмăр. Каç пулсассăн çамрăксем пĕрле пухăнса вăйăсем выляса, юрăсем юрласа, такмак каласа ташлатчĕç. Вăл вăхăтра чăваш ташшине ташлама пĕлмен çамрăк та пулман.
Каярахпа, 80-90мĕш çулсенче, çамрăксем клуба пуçтарăнса "шейк" текеннине пăркаланма тытăнчĕç. Халĕ те ташлаççĕ-ха çамрăксем, анчах мĕн ятлине пĕлместĕп. Кам мĕнле авкаланма - хуçкаланма пултарать.
Çак аса илỹ мана телевизорпа "Сваты-5" фильм пăхнă хыççăн çуралчĕ. Унта 16-ри мăнукĕн çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Хăйĕнпе тантăшри тус-юлташĕсем тĕпĕртетрĕç кăна урисене çỹлелле çĕклесе. Çакна 60тан иртнĕ аслашшĕпе кукашшĕ пăхса тăрса чăтаймарĕç, хăйсен çамрăк чухнехи ташша _ чечетка _ çаптарса пачĕç. 80ран иртнĕ мăн кукамăшĕпе кукашшĕ те çамрăклăха аса илсе танго кăтартрĕç. Çамрăксем çăвара карсах пăхрĕç. "Вот, класс!" _ теççĕ.
Çапла, кашни саманан хăйĕн йăли-йĕрки ĕнтĕ. Анчах та чăвашра чăваш ташшине ташлама пĕлменни пурне те шухăшлаттармалла. Кунта пирĕн, аслисен те, айăп пур пуль тетĕп. Ăруран ăрăва пыракан йăласене пирĕн манмалла марах. Çамрăксене те вĕрентмелле. Ун пек чухне наци культури те аталанĕ, чăвашлăх туйăмĕ те упранĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)