23 декабря 2016 г.
Патăрьел районĕ паттăр та ĕçчен халăхпа çеç мар, патвар та вăрăм ĕмĕрлĕ çынсемпе те пуян. Хальхи вăхăтра та пирĕн тăрăхра тăххăрмĕш теçетке урлă каçнă 214 хисеплĕ ватă пурăнни те çакнах çирĕплетет. Вĕсем хушшинче ĕмĕр ĕмĕрлесе хурапа шуррине черетленĕ шурсухалсем те пур. Акă, сăмахран, Сителти Варвара Саватеева 100 çул тултарчĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи Василий Яковлев 101-мĕш хут хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ, Тутар Сăкăтĕнчи Решид Азизовпа Чăваш Ишекĕнчи Дария Калинникова _ 102-ре! Район историне, хĕрлĕ кĕнекине çырăннă сывлăхран пуян çынсем умĕнче пуç таймалăх та пур.
Ял тăрăхĕпе илес пулсан çакна палăртмалла. Туçа енче тăххăрмĕш теçеткене хыçа хăварнă 22 çын пурăнать. Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Шăнкăртам, Пикшик ял тăрăхĕсенче те вăрăм ĕмĕрлĕ кинемейсемпе мучисем сахал мар. Сăмах май каласан, иртсе пыракан 2016 çулта Кивĕ Катекрен ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă А. Исаева, (йывăр тăпри çăмăл пултăр) спортсменсен чĕлхипе каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăн-чăн рекордсмен пулчĕ. Анастасия Михайловна 107 çулта çĕре кĕчĕ. Кун пек чăтăмлă та тỹсĕмлĕ ватăсем республикăра та сайра.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)