23 декабря 2016 г.
Кирек мĕнле пĕлтерĕве те саккунпа килĕшỹллĕн ял тăрăхĕ суйласа илнĕ ятарлă вырăнта вырнаçтармалла. Иртен-çỹрен унтан паллă сцена ăстисен концерчĕ, пуху-лару, суту-илỹ тата ытти пирки те вуласа пĕлме пултарать. Кашни юпана е картасене хăватлă çилĕмпе вараласа пĕлтерỹ хутне çакса хăварни культурăсăрлăх тесех хаклас килет.
Çак кунсенче, акă, Патăрьелĕнчи "Арбат" текен пĕчĕк районти çутă юписене апăрша çынни Çĕнĕ çул умĕнхи эреш пекех "капăрлатнă", пĕр магазин хупăнни çинчен савăнса кайсах рекламăланă. Ун пек чухне таварĕсене йỹнерех сутаççĕ иккен. Ара, çак пĕлтерĕвех çынсем ятарлă доскаран та вуласа пĕлеетчĕç-çке...
Райпон ĕлĕкхи çăкăр лавкки умĕнчи юпа тăрринелле пуçа çĕклесе пăхсан вара иртен-çỹрен алкоголизмран, наркоманирен е тата чикарккă туртнинчен тỹлевсĕрех сипленме пултарнине вуласа илме пултарать. Ыркăмăллăх шухăшĕпе усал чиртен "сыватма" хапăл тăвакан хастар мĕн пĕлсе хăйĕн пĕлтерĕвне 5-6 метр çỹллĕшне çапса хунă-ши? Çакна чăнах та ăнланма йывăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)