АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула _ пысăк кăмăл-туйăмпа

27 декабря 2016 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче çулталăк тăршшĕпе таса чун-чĕрепе ĕçленĕ уйрăм çынсене, тĕрлĕрен конкурсра мала тухнисене чыс тунă.

Патăрьелĕнчи тĕп больница коллективĕн Амăшĕ-пе Ашшĕн çулталăкне хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме сăлтавĕ пысăк. Пирĕн медработниксем хăйсен сиплев учрежденине Çĕнĕ çул умĕн хитре те ăста капăрлатас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсра республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă! (Ертỹçи _ Г.С. Петрова) Тупăшу çăмăлах килмен, Чăваш Енти 67 сиплев учрежденинчен Патăрьелсен "Çĕнĕ çулхи юмахне" комисси уйрăмах пысăк хак панă.

Шурă халатлисен тепĕр çитĕнĕвĕ, савăнăçĕ пирки те палăртса хăвармалла. Республикăра "Народное признание" наградăна тивĕçнĕ çĕр лауреат хушшинче пирĕн тĕп больницăра нумай çул ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ виçĕ врачăн хушамачĕ пулни те мăнаçлăх. Хирурги уйрăмĕн заведующине, врач-хирурга Рустам Энверович Ахметова, неврологи уйрăмĕн заведующине _ врач-невролога Тамара Владимировна Каштанована, акушер уйрăмĕн заведующине Иван Пантелеймонович Казакова пациентсенчен тата халăхран пысăк хисеп çĕнсе илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика